Кун-çул уттинчен юлмасăр
Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ, Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕн Михаил Иванович Волковăн ĕçĕ пархатарлă та сумлă.
Çамрăклах учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртнĕ. 1950-1952 çулсенче Канашри учительсем хатĕрлекен институтра вĕреннĕ. Унта çирĕп пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна направленипе Чита облаçне яраççĕ. 3 çул хушши пĕр ялти шкулта математикăна вĕрентет. 1955-1960 çулсенче Тутар Республикинчи Нăрлат районĕнчи Ходяшево ялĕнчи вăтам шкулта 5 çул хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне парать. Ĕçленĕ вăхăтрах 1960 çулта куçăмсăр майпа Хусанти педагогика институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Анчах тăван ен хăй патнех йыхăрать. Çав çулах вăл тăван района таврăнать. Арапуçĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта завучра, 13 çул хушши районти çут ĕç пайĕнче инспекторта вăй хурать. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, хăйĕн мĕн пур вăй-халне, тăрăшулăхне парать.
Унăн пултарулăхне часах асăрхаççĕ. Ĕçре самаях пысăк опыт пухнăскере район руководителĕсем Кивĕ Вăрмарти шкул директорĕ пулма сĕнеççĕ.
- Учитель ĕçĕ кăткăс, йывăр, питĕ яваплă. Эсир ачасене пурнăç çулне суйласа илме, ăслă-тăнлă пулма, хăйсем тĕллĕн шухăшласа пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума, килшĕн, тăван тăрăхшăн, çĕршывшăн яваплă пулма вĕрентетĕр. Çакна сирĕн яланах асра тытмалла, - тенĕ ăна ăслă канашсем парса района ертсе пыракансем.
1974 çулта М.Волков Кивĕ Вăрмарти сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕн тилхепине çирĕп ярса тытать. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне лайăхлатас енĕпе педагогсен коллективĕ умне çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать. Çĕнĕ технологисене, малта пыракансен опытне ĕçе кĕртме тăрăшать. Çитĕнÿсен çăл куçĕ - ачасене вĕренме лайăх условисем туса парасси. Çĕнĕ шкул çурчĕ тăвас ыйту канăç паман ăна. 1983-1984 çулсенче Михаил Иванович тăрăшнипе, район вырăнти руководительсем тата тăван «Урмарский» совхоз пулăшнипе Кивĕ Вăрмарта вăтам шкул çурчĕ туса лартаççĕ. Çапла вара 1974-1985 çулсенче М.Волков Кивĕ Вăрмарти шкулта пĕтĕм яваплăха туйса, мĕн пур пĕлĕве, ăсталăха, тăрăшулăха парса директорта вăй хурать.
Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ пулать. 1986 çулта Кивĕ Вăрмарти вăтам шкула завуча куçать. Çав шкултах ĕçлесе 1992 çулта тивĕçлĕ канăва тухать.
Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн Михаил Иванович Волков, РСФСР «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă. Ăна çавăн пекех районти тата республика шайĕнче нумай хутчен Хисеп грамотисемпе наградăласа чыс тунă. Унăн кăкăрне çавăн пекех «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿрет.
Мăшăрĕпе - Юлия Федоровнăпа (вăл та педагогика ĕçĕн ветеранĕ) икĕ ача çуратса ÿстерчĕç. Иккĕшне те аслă пĕлÿ пачĕç. Галя хĕрĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта - учительница. Владислав ывăлĕ Самара хулинче врачра вăй хурать.
Чăннипех савăнаççĕ хăйсен ачисемпе тата 3 мăнукĕпе хисеплĕ ветерансем. Вĕсем яланах пулăшса пынипе ашшĕ-амăшĕн кăмăлне çĕклеççĕ: пурăнас кун-çулне вăрăмлатаççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Вĕрентекен кунĕ ячĕпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсене саламласа çапла каланă: «Вĕсем çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсен нумай ăрăвне воспитани панă». Çак сăмахсем Михаил Иванович Волкова та тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.
Ку пĕрре те ахальтен каланă сăмахсем мар, Михаил Иванович учитель, шкул директорĕн çумĕ, шкул директорĕ пулса ĕçленĕ çулсенче вуншар-вуншар çулсенче пултаруллă вĕренекенсене хатĕрленĕ. Вĕсенчен кашнине тĕл пулсанах ун çинчен чи ăшă та ырă сăмахсемпе аса илеççĕ. Ĕлĕкренех «Мĕн акатăн - çав шăтать», - тенĕ. Ку чăн та Михаил Иванович пиркиех пулĕ. Ырри ыррипе таврăнать, малашне те çакăн пекех пулса пытăр.