Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вулакансен шухăшĕ

«Хĕрлĕ ялав» хаçат Вăрмар тавра пĕлÿçисен тăван ене тĕпчесе çырнă тĕрленчĕкĕсемпе очерксене тăтăшах пичетлет. Вулакансем вĕсене кăмăлласа йышăнни пире, паллах, савăнтарать, тĕпчевсене тарăнрах та тĕплĕнрех, архиври чăнлавсемпе, çынсем каласа панисемпе, аса илÿсемпе çыхăнтарса пурнăçлама хистет. Чăнлăхран пăрăнма юрамасть вĕт. Материалсем хаçат страницисенче пичетленсе пыни тата сулмаклăрах утăмсем тума та хавхалантарать: чылай тавра пĕлÿçĕ кĕнекесем кăларса тăван ен ăслăлăхне пуянлатрĕ.

Хаçат пурнăçĕн тĕрлĕ енĕсене туллин çутатма тăрăшать, çак пархатарлă ĕçре редакцире тăрăшакансемпе тавра пĕлÿçĕсен творчествăлла çыхăнăвĕ малашне те çирĕп пултăрччĕ.

В.ЦЫФАРКИН

 

Эпĕ районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа шкул сакки çинчех - мĕн вулама вĕреннĕренпех - туслашнă. Пирĕн 85 çулхи анне те «Хĕрлĕ ялав» хаçата почтальон килсе парсан пĕрремĕш хăй алла тытать, район хыпарĕсемпе паллашать. Сăмах майăн пирĕн килте эпĕ мĕн астăвассах район хыпарçине пĕрре те çырăнмасăр юлман. Юлашки вăхăтра «Хĕрлĕ ялав» хаçатра интереслĕ материалсем нумайланчĕç, хаçат пурнăç таппипе тан утать. Темиçе çул каялла хаçатра «Йĕплĕ шăпăр» рубрика пурччĕ. Унта критикăлла материалсем сатирăлла ÿкерчĕксемпе майлашăнса тухатчĕç. Пирĕн пурнăçра кун пек самантсем пайтах. Çавăнпа та хаçатра «Йĕплĕ шăпăр» евĕрлĕ рубрикăпа çавăн пек материалсем пичетленни ытти çынсемшĕн тĕслĕх пулса пулас-тăвас йăнăшсенчен сыхлама пултарать. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективне çăмăл мар ĕçре хаçата татах та аталантарма çирĕп вăй-хал, ăнăçу сунатăп.

В.НАРСОВ

 

Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçатне 1983 çулта Вăрмар поселокне пурăнма куçса килсенех кашни çул çырăнатăп. Почта ещĕкне уçсанах чи малтан алла ăна илетĕп. Район пурнăçне тĕрлĕ енлĕ çутатни, реклама тĕлĕшĕпе çыхăннă, çамрăксене воспитани тĕлĕшĕпе паракан тулли информаци, район çыннисем çинчен кăларакан публикацисем, тĕрлĕ çула çитнĕ çынсене саламлани питĕ килĕшет. Малалла та çакна тытсах пырăр.

«Росгосстрах» тулли мар яваплă обществăра страхлакан агент пулса ĕçленĕ май редакци ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр, çавăнпа та редакцин тараватлă ĕçченĕсемпе ĕçлеме питĕ кăмăллă, лайăх. Хаçатăн 10000-мĕш номĕрĕ тухнă ятпа кунта ĕçлекенсене çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунатăп, малашне те пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса пĕрле ĕçлемелле пултăр.

Л.МИТРОФАНОВА.

 

Вăрмар районĕ ÿссе, тĕрекленсе пынă май районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçат та пуянлансах пырать. Статьясене тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе илемлетсе кăларни куç умĕнче.

Районта мĕн пулса иртни çинчен вара йăлтах «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетлесе тăраççĕ. Пурин çинчен те хаçатра вуласа пĕлме пулать. Хитре сăн ÿкерчĕклĕ саламсем, тĕрлĕ сăвăсем. Уйăхра пĕрре «Вести образования» хушма кăларăм тухса тăни те питĕ пулăмлă, пултаруллă тавра-курăмлă, вĕрентекенсем çинчен вуласа пĕлетпĕр. Хаçата алла тытсанах спорт ăмăртăвĕсем, Олимпиадăри çитĕнÿсем çинчен вуласа пĕлетĕп. Хамăр Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçачĕпе мухтанатăп, кăларăмсене йĕркелесе пыракан, редакцире ĕçлекенсене пурне те ырлăх-сывлăх, телей пултăр. Обществăлла корреспондент пулнă май статьясем çырсах тăратăп.

Т. НИМАКОВА



22 октября 2012
00:00
Поделиться