Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурт-йĕрсен хăтлăхĕшĕн

Вăрмар районĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсемпе хваттерсене, картишĕсене кĕмелли çурт-йĕрсене капиталлă юсав тата ытти юсав ĕçĕсем ирттермелли муниципаллă программăпа килĕшÿллĕн 2012 çулта çак ĕçе пурнăçлама пуçланă.

Вĕсене поселокри Молодежная 6, 14, 16, Заводская 44 çуртсем патне пымалли çулсем çинче пурнăçлаççĕ.

Çакна та палăртмалла - çак тăрăхри çулсене çуртсене хута янăранпа та пурнăçламан. Ĕçе вĕçлеме кăçал 2188,022 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутран Вăрмар хула тăрăхĕ хăйĕн бюджетĕнчен 220,722 тенкĕ уйăрнă, республика бюджетĕнчен илнĕ субсиди шайĕ 1967,300 пин тенкĕ.

Аукцион пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Мордовснабресурс» тулли мар яваплă обществăпа муниципаллă контракт çырнă. Асăннă çуртсен территорийĕнче подрядчик автомобильсем лартмалли виçĕ вырăн (стоянка) йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне нумай хваттерлĕ тăватă çурт умне 2760 тăваткал метр асфальтлă çулпа тротуар сарнă.

Юсав ĕçĕсене 2013 çулта та пурнăçлĕç



24 октября 2012
00:00
Поделиться