Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Ĕмĕр ĕмĕрлесси - çул урлă каçасси мар»

Эçпепе ялĕнче пурăнакан Александра Сергеевна Александрован пурнăçĕпе паллаштарас тесе алла ручка тытсанах пуçа чăвашсен çак ваттисен сăмахĕ аса килчĕ. Пĕрре те ахальтен мар. Çак кунсенче ялти хисеплĕ çын 100 çул тултарчĕ.

Александра Сергеевна 1912 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăннă - кил хушшинчи пĕр ĕçрен те пăрăнман. Ялти шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн малалла вĕренеймен, майĕ те пулман - вăхăчĕ асар-писер тăнă-çке.

18 çул тултарсан 1930 çулта ялти шутлă каччăпа Иван Кондратьевич Кузьмуковпа çемье çавăраççĕ. Иван Кондратьевич вăл вăхăтра ял совет председателĕ пулса ĕçленĕ. Упăшки пĕлĕвне малалла ÿстерме Горьки хулине вĕренме каять. Санюк аппа унпа пĕрле кайса студентсен столовăйĕнче повар пулса ĕçлет. Пĕрремĕш ывăл çуралсан вăл пĕчченех Эçпепе ялне таврăнса колхоза кĕрет. Колхозра тĕрлĕ ĕçе хутшăнать: çăкăрне те пĕçернĕ, трактористсене апат пĕçерсе çитернĕ, фермăра ĕçленĕ. Мăшăрĕ Иван Кондратьевич вĕренсе пĕтерсен Мăнçырма шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентме тытăнать. Вĕсем 7 ача çуратаççĕ. Тĕрлĕ чирсене пула 4 ачи çамрăклах çĕре кĕреççĕ. 1941 çулта вăрçă пуçлансан Иван Кондратьевич вăрçа каять. 1942 çулта февраль уйăхĕнче вăрçă хирĕнче пуçне хурать. Çĕршывшăн чи йывăр вăхăтра Санюк аппа тылра ĕçленĕ. Вăл «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ. Паянхи кун Санюк аппа хăйĕн Римма хĕрĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Тул енчен пăхсан, ку çуртра тÿрех тирпей-илем мĕнне пĕлекен çынсем пурăннине туйма пулать. Килĕ-çуртĕнче яланах тирпейлĕ, чыслă. Кил хуçисем ырă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă, çепĕç çынсем. Канмалли кунсенче вара кунта яланах Римма аппан хĕрĕсем, кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем пÿрт тулли пухăнаççĕ. Вĕсем ватăсене пулăшма яланах хатĕр.

Пысăк уявсенче, çуралнă кунсенче тăтăшах илтме пулать 100 çула çитмелле пултăр тесе саламланине. Анчах та вăл çула çитекенни питĕ сахал. Эпĕ астăвасса Эçпепе ялĕнче пачах та пулманччĕ-ха.

Александра Сергеевнăна 100 çул тултарнă ятпа чыслама район администрацийĕн организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов, районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Иванов килсе çитрĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн Тав çырăвне, парнине илсе çитерчĕç. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров парне, чечек çыххи парнелерĕ. Эçпепери клуб çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕнчи хĕрсем ырлăх-сывлăх сунса ăшă сăмахсем каласа парне пачĕç. Росреестрăн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Э.Захаровăпа М.Кузьмина хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç.

Санюк аппана саламлама тăватă сыпăкри тăванĕсем пуçтарăннă: хĕрĕпе ывăлĕ, виçĕ мăнукĕ, пилĕк кĕçĕн мăнукĕ, икĕ кĕçĕн мăнукĕн мăнукĕ. Вĕсем 100 çул тултарнă ветерана ăшшăн саламларĕç, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕç

 



24 октября 2012
00:00
Поделиться