Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Симĕс беретсем» ансамбль концерчĕ

Çĕршыв умĕнчи тивĕç, патриотизмла воспитани, сывă пурнăç йĕрки... Мĕн çинчен кăна калаçу ирттермеççĕ пулĕ класс ертÿçисем вĕренекенсемпе. Каланипе илтни - пĕрре, куçпа курса хăлхапа илтни - тепре. Иккĕмĕшĕ ытларах асра юлать, пуçа кĕрсе вырнаçать. Çакна Мăнçырмари вăтам шкулта «Симĕс беретсем» ансамбль кăтартнă концерт лайăх кăтартса пачĕ. Ансамбль членĕсен тумĕ, вĕсен çар хатĕрĕсем арçын ачасемшĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕç. Вĕсен ертÿçи Рашат Фазлиахметов ансамбль пуçланса кайнин историйĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Ушкăн 2000-мĕш çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Пушкăрт çĕрĕ çинче йĕркеленнĕ. Сăмах май, ушкăнри 4 юрăçи те хĕрÿ точкăсенче çапăçусене хутшăннă юлташсем. Ансамблĕн тĕп тĕллевĕ - вăрçă хирĕнче çапăçнă е пуç хунă юлташсен, Афган, Çурçĕр Кавказ çĕрĕсенчи хĕрÿ çапăçусене хутшăннă Раççейĕн чи хастар ывăлĕсен паттăрлăхне асра тытасси, ĕмĕр манăçми тăвасси. Çапла майпа ансамбль членĕсем мирлĕ халăх хушшинче патриотизмла воспитани сарассипе ĕçлеççĕ, Тăван çĕршыва юратма, çар тивĕçне пурнăçласси хисепе тивĕçлĕ пулнине кăтартса пама тăрăшаççĕ. Концерт программинчи юррисем те вĕсен - чĕрене пырса тивекен юрăсем.

- Сана та çурри, мана та çурри, - тесе вилнĕ юлташĕн портречĕ çине пăхса юрланă чухне аслăрах çулсенчи юлташсем куççульне чараймарĕç.

Концерт ирттерсе пухăннă укçапа вĕсем хĕрÿ точкăсенчи çапăçусенче пуç хунă салтаксене манăçми тăвас тĕллевпе Асăну хăмисем уçаççĕ. Паянхи куна 2048 Асăну хăми уçнă. Афган çĕрĕ çинче пуç хунă хамăр ял каччине М.Демидова асăнса шкул стени çинче Асăну хăми уçнă.

Паттăрсене ĕмĕрлĕх манăçми тăвас енĕпе тăрăшуллă ĕçленĕшĕн ансамбль членĕсене «Паттăрлăхшăн» тата Жуков медалĕсемпе наградăланă (кăкăрĕсем çинче ытти медальсем те туллиехчĕ. «Вĕсене сутмаççĕ», - терĕ ушкăн ертÿçи.

Концерт шкулти акт залĕнче иртрĕ. Зал лăк тулли пулсан та шăна вĕçни илтĕнмелле шăплăх тăчĕ. Кашни юрă хыççăнах тăвăллăн алă çупни те концерт пурне те килĕшнине кăтартрĕ. Нумай юррине куракансем те пĕрле юрларĕç



24 октября 2012
00:00
Поделиться