Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ ферма хута кайрĕ

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне халалланă уяв мероприятийĕсем районта тивĕçлĕ шайра иртрĕç. Района килсе çитнĕ хăнасем хушшинче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, «Россельхозбанк» АУО Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И.Письменская, «АККОНД» АУО генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, «Чăваш бройлерĕ» АУО директорĕ В.Николаев, Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн управляющиĕ О.Николин пулчĕç.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Н.Виноградова, «Россельхозбанк» АУО Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И.Письменская, ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов Кивĕ Вĕренерти «Иванов Ю.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи «Хăй ĕçне пуçаракан фермер» программăпа килĕшÿллĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çĕнĕ фермăна уçассипе çыхăннă савăнăçлă пулăма хутшăнчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева пурне те хапăл туса кĕтсе илчĕ, Кавалсен пултарулăх ушкăнĕ çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕ. Хĕрлĕ хăйăва касассинчен Юрий Геннадьевичăн кĕçĕн ывăлĕ Максим та юлмарĕ. Çĕнĕ витере халĕ Швицки ăратĕнчи çамрăк пăрусене усраççĕ. Вĕсене нумаях пулмасть кунта Чулхуларан илсе килнĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Патшалăх ветеринари службин Вăрмарти станцин специалисчĕ малашне пĕчĕк пăрушкасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессипе тимлесех тăрасса шантарчĕ. Кивĕ Вĕренер çĕрĕ çине килнĕ хăнасем Юрий Геннадьевичпа унăн çемйине малашнехи тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу, вăй-хăват, çирĕп сывлăх сунчĕç. «Россельхозбанк» АУО Чăваш Енри филиалĕн директорĕ И.Письменская Ю.Ивановăн кредит пулăшăвĕпе усă курмалли планĕсемпе, усă куракан çĕр лаптăкĕсен виçипе кăсăкланчĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ патшалăх енчен çакăн пек пулăшу илме май туса панăшăн тав турĕ, тытăннă ĕçе пурнăçласа тÿрре тухма шантарчĕ.

Çак кунах ял хуçалăх ĕçченĕсене районти Культурăпа кану центрĕнче чысларĕç



31 октября 2012
00:00
Поделиться