Тутарстанра хăнара...
Йăмăкăн кĕçĕн хĕрĕ Светлана Тутар Республикинчи Апастово ялĕнче пурăнать, унтах ĕçлет. Апастово - район центрĕ. Светлана пире чылайранпа хăнана пырса курма чĕнет. Çапла çемьесемпе калаçса татăлтăмăр та çула тухрăмăр.
Кивĕ Вăрмар, Кавал ялĕсем кая юлчĕç. Унтан Тутар Республикин çĕрĕсен чикки урлă каçрăмăр. Зеленодольски районĕнчи Йăвăнчă ялĕ патнелле çывхарса пыратпăр. Асăннă ялăн кăнтăр хĕвел анăç енче шап-шурă шуратнă ĕне витисем курăнса кайрĕç. Ку вăл ферма. Ара çырми хĕрринелле аннă чух, улăхра, 2 ĕне кĕтĕвĕ çÿренине куртăмăр. Уйри тыр-пула вырса, çапса пухса кĕртнĕ. Утă-улăма пухса пуçтарса хунă. Кĕрхи тырăсене акма çĕре сухаланă, кăпкалатнă. Ара çырми урлă каçса çÿлелле хăпаратпăр. Инçех те каймарăмăр - тепĕр ферма курăнса кайрĕ. Çывăхрах ĕне кĕтĕвĕ çÿрет. Ĕне витисене кунта та хĕле хатĕрленĕ. Тыр-пула пухса кĕртнĕ. Пирĕн машина малалла вирхĕнет. Кайсан-кайсан татах выльăх-чĕрлĕх фермисем, комплекссем. Витесене проектпа тунă пулас. Вĕсем пĕр евĕрлĕ, пысăк, ветеринари, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса пурнăçланă пулас. Пурне те шуратнă. Пур çĕрте те тыр-пула пухса, çапса илнĕ. Уйра, хăш-пĕр вырăнта, улăм рулонĕсем выртаççĕ. Улăмсен ытларах пайне фермăсен çывăхне турттарса хунă. Ниçта та хыт-хура, çум курăк лаптăкĕсене курмарăмăр. Усă курман çĕрсем çук кунта. Вĕсен вырăнне - ăнса ÿснĕ кукуруза, хĕвелçаврăнăш уйĕсем (силос тума ĕнтĕ). Çак çÿлте асăннă фермăсем, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, тыр-пул, кукуруза, хĕвелçаврăнăш уйĕсем, кăшман анисем пурте сăра туса хатĕрлекен «Красный Восток» акционерсен обществин. Тыр-пул ÿстерекенсем, выльăх апачĕ хатĕрлекенсем, фермăсенче ĕçлекенсем, механизаторсем пурте вырăнти ялсенче пурăнакансем. Çапла вара «Красный Восток» вырăнти халăх валли ĕç вырăнĕ туса парать. Асăннă акционерсен обществине пăхăнакан хуçалăхсем тыр-пул кăна çитĕнтермеççĕ, аш-какай туса илессипе те хастар ĕçлеççĕ курăнать.
Юрăра «Пирĕн лаши хура-тур, юртни чупни сисĕнмест», - тенĕ пек пирĕн «лаша» та шав малаллах вирхĕнет. Сисмерĕмĕр те Кайпăç районĕн çĕрĕсем çине çитсе тăтăмăр. Ку районти хуçалăхсем кашни хăй тĕллĕн ĕçлеççĕ пулас. Типлă проектпа тунă витесене асăрхамарăмăр. Уй-хирсенче Зеленодольски районĕнчи пекех тыр-пула пухса кĕртнĕ. Кĕрхи çĕртме тунă.
Çапла, çак çĕрсен, çут çанталăк илемĕпе киленсе пынă май сисмен те Апастово районĕн чиккине пырса çитрĕмĕр. Зеленодольски, Кайпăç тата Апастово районĕсенче ытларах мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Апастовăна çитиччен темиçе хут та çумăр витĕр тухрăмăр.
Хамăр республика мар пулин те, кÿршĕри Тутар Республикин ĕçĕсене курса, тĕлĕнсе пытăмăр, хĕпĕртерĕмĕр.
Акă умра, инçе те мар, Апастово ялĕ курăнса кайрĕ. Ял йĕри-тавра пĕр тăваткал метр та хыт-хура, çум курăк лаптăкĕ курмарăмăр. Ял çумĕнченех çĕре сухаланă. Ял урамĕсем таса, çÿп-çап, ăпăр-тапăр çук. Кашни урамрах çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем тăраççĕ. Вĕсене пурне те сарă сăрăпа сăрланă. Ял çыннисем каланă тăрăх, районти пур халăх пурăнакан вырăнсенче тасалăхшăн, типтерлĕхшĕн, юсавлă çул-йĕрсемшĕн, тротуарсемшĕн Апастово райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Рашид Назибович Загидуллин çирĕп ыйтать, тĕрĕслесех тăрать. Кашни ялта ку тĕлĕшпе йĕрке тума яваплă çынсене, район, ял тăрăхĕсен депутачĕсене, хуçалăх руководителĕсене, уйрăм предпринимательсене çирĕплетнĕ. Районта çуркуннепе кĕркунне пĕтĕм халăха субботника кăлараççĕ. Р.Загидуллин хăçан çывăрма вăхăт тупать-ши, теççĕ. Вăл çĕр варринче тĕрлĕ объектсене, учрежденисене, фермăсене тĕрĕслет иккен.
Хăнара хăналаннă хыççăн кил хуçинчен пире ялпа тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр. Вăл хаваспах килĕшрĕ. Эпир васкамасăр ял урамĕсем тăрăх утса пысăк лапама тухрăмăр. Çак лапамра çав тери илемлĕ, тем тĕрлĕ чечек те пур. Вырăсла каласан «море цветов» темелле. Те канмалли кун пулнăран, пирĕн пек чечексене килĕштерекен чылай çын уçăлса çÿретчĕ. Çак лапамрах В.И.Ленин палăкĕ, ăна хирĕç хĕрарăмсене сума суса лартнă Хĕрарăм-Анне палăкĕ. Палăкăн çÿллĕшĕ 4 метра яхăн пулать. Асăннă палăк хыçĕнче кирпĕч стена çинче çак районта çуралса ÿснĕ паллă хĕрарăм-ученăйсен, министрсен пысăк сăн ÿкерчĕкĕсем.
Лапамран инçех мар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса пуçне хунă салтаксен хушамачĕсене ылтăн саспаллисемпе çырса хунă мемориаллă комплекс. Çак районтан тухнă 6 Совет Союзĕн Геройĕсен бюсчĕсем. Кунтах 1 танк, 1 бронетранспортер. Мемориала çурма ункă майлă тунă. Питĕ илемлĕ. Инçех те мар район администрацийĕн çурчĕ, банксем, магазинсем, культура вучахĕ, больница, мечĕт, автовокзал тата ытти те.
Çак районта «вăрçă ачисен» мĕнле çăмăллăхсем пурри те кăсăклантарчĕ мана. Яваплă çынсем каланă тăрăх районта 1600 çынна яхăн «вăрçă ачисем» - ватă çынсем. Вĕсем çинчен район пуçлăхĕсем манса каймаççĕ иккен. «Вăрçă ачисене» кашни çулах Сапантуй туса параççĕ. Вĕсем валли концерт пулать, тĕрлĕ мероприятисем: спорт вăййисем, парнесемпе Хисеп хучĕсемпе чысласси, обществăлла апатлану (тÿлевсĕр) тата ытти те. Унсăр пуçне «вăрçă ачине» (ватăскерсене) апат-çимĕç продукчĕсемпе, кăнахвитпе, пĕремĕкпе тултарнă пысăк пакетсем парнелеççĕ