Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç çынна мухтава кăларать

Нумай тĕрлĕ професси хушшинче чун юратнине суйласа илме çăмăлах та мар, анчах мĕн ачаран килĕштерсе тунă ĕç хăй патнеллех туртать, çывăх пулса тăрать, ĕçлеме хистет.

Çапла, чăннипех те çынна чапа кăлараканĕ, унăн ырă ятне çÿле çĕклекенĕ, ял-йыш хушшинче хисепе тивĕçекенĕ - чунтан юратса, суйласа илсе чыслакан, пурнăçлакан ĕç. Чунтан юратса тăвакан пĕтĕм ĕç пурнăçра савăнăç кÿнине чун-чĕрепе туйса илнĕ А.Игнатьева. 1957 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Чулкас ялĕнче Геннадий Васильевич Васильевпа Анфиса Петровна çемйинче çуралса ÿснĕ Альбина мĕн ачаран ташă-юрра кăмăлланă. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех ачасемпе пухăнса урамра концертсем лартнă. Каярахпа ялти клубра иртекен концертсене хутшăннă. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне хуларан яла Игорь Васильевич музыкант баянпа вĕрентме ялти клуба килет. Ялти клубрах ачасене баянпа вĕрентме тытăнать. Альбина музыкăна кăмăлланă май баянпа выляма вĕренме тытăнать. Шел, 3 уйăх вĕреннĕ хыççăн, вĕрентекен хулана каялла ĕçлеме каять. 1975 çулта вăтам шкул пĕтерсен Альбина Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ вăхăтрах, техникумри пултарулăх ушкăнĕнче хутшăнса, Тутар Республикинче, Канаш, Çĕрпÿ хулисенче, Тăвай, Вăрмар тăрăхĕсенче концертпа çÿрет.

Вĕренсе тухсан Çĕрпÿри хăмла пункчĕн лабораторийĕнче вăй хурса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне ÿстерес, опыт пухас тесе Пĕтĕм Раççейри Мускаври наукăпа-тĕпчев институтĕнче ăс илнĕ. 1978 çулта Çĕнĕ Мăнтăр каччипе, Иван Павлович Игнатьевпа, çемье çавăраççĕ. Виçĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ.

Аслă ывăлĕ, Алексей, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн бухучет факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Фор-Фонд» фирминче ĕçлет. Унăн 2 ача: Павликпе Лиза. Вăталăх ывăлĕ Андрей Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче музыка уйрăмĕнче вĕренсе тухса ялти Культура çуртĕнче вăй хурать. Унăн 1 ача: Рома. Кĕçĕн ывăлĕ Дмитрий те Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче физика-математика уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Шупашкарти «Беркут» организацинче вăй хурать.

Паянхи кун вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ ялти Культура учрежденийĕнче вăй хураççĕ. Альбина Геннадьевна - директор, мăшăрĕ художествăлла пултарулăх ертÿçи, çапла 32 çул пĕр улшăнмасăр - Культура учрежденинче.

Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлĕ шайра туса пырать. Яланах республикăри, районти конкурссене хутшăнать. Культура çуртĕнче ирттерекен мероприятисене интереслĕ, тавра курăмлă, халăх килĕшмелле ирттерме тăрăшать. Ваттисемпе те, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать.

Эпир Альбина Геннадьевнăна хăйĕн ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнăшăн, ыркăмăллăхĕшĕн ĕçре ăнăçу сунатпăр, чи ăшă сăмахсем калатпăр, сывлăх, ăнăçу, вăрăм ĕмĕр, çемьере яланах килĕшÿ пултăр.



02 ноября 2012
00:00
Поделиться