Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç хумĕсем

«Пурнăç вăл чăннипех те хумсенчен тăрать. Шыв çине чул татки пăрахăр-ха, малтанах пысăк хумсем каяççĕ, унтан вĕсем пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пыраççĕ. Ку вăл физика законĕ. Пурнăçра та çаплах пулать», - тет Кĕтеснер ялĕнчи «Пурнăç хумĕсем» кĕнеке авторĕ Анатолий Иванович Иванов.

А.Иванов 1942-мĕш çулта çуралнă. Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Тăвай районĕнчи Нăрвашри вăтам шкулта учительте, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, райĕçтăвком председателĕн çумĕ, районти халăх контроль комитечĕн председателĕ пулса ĕçлет. 1989-мĕш çулта тăван яла, Кĕтеснере таврăнса шкул директорĕ, каярахпа физика учителĕ пулса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать.

Унăн сăввисем «Тăван Атăл» журналта, «Российская газета», «Хĕрлĕ ялав», «Сувар» хаçатсенче кун курнă. Вăл В.Алентей ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ (2009).

Кăçал А.Ивановăн «Пурнăç хумĕсем» ятлă сăвă кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Сăввисем çут çанталăкăн пулăмĕсемпе, тăван тавралăхпа, тăван ялпа çыхăннă. Автора чăваш чĕлхи юхăнса пыни, чăваш ачисене пĕчĕкрен вырăсла çеç калаçтарни чĕререн кулянтарать.

Çамрăклăха аса илсе пĕрремĕш юрату çинчен те, уйăхлă каçсене те, ял хĕрринче ларакан шурă хурăн çинчен те хавхаланса çырать А.Иванов. Сăвăсене вулама çăмăл, кăмăллă. Вĕсем чуна хăпартлантараççĕ, хавхалантараççĕ, Тăван çĕршыва, тавралăха юратма, хисеплеме хистеççĕ



02 ноября 2012
00:00
Поделиться