Выльăх калаçмасть пулин те, ыр тунине манмасть
Часах инçетрен хĕл çитĕ чупса, шыва та çĕре вăл витĕ юрпа...
Çак сăмахсем пурнăçа кĕриччен кĕтÿ кĕтес ĕç кăçал вĕçленсе пынă май, Кĕлкеш ялĕн кĕтÿçĕ çинчен кăштах çырас кăмăл пулчĕ. Ку вăл - Михаил Александрович Родионов. 25 çул ытла кĕтÿçĕ ĕçне хăнăхса пырса ăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.
Чăн та сарлака та аслă, ирĕк те пуян пирĕн Кĕлкеш ял тăрăхĕн кĕтÿ кĕтмелли вырăнĕсем. Пĕр енчен тепĕр вĕçне çитме чи хăвăрт çÿрекен лашана та чылай вăхăт кирлĕ. Çу тата кĕрхи уйăхсенче çакăн пек анлă та чуна илĕртекен илемлĕ вырăнсенче çулран çул выльăх кĕтсе пурăнать Михаил Александрович.
Кашни ял çынни лайăх ăнланать: кĕтÿçĕн 6 уйăх хушши канмалли кун çук. Аслатиллĕ çумăр-и, хĕртсе хĕвел ăшалать-и, сивĕ-и - унăн уйра кĕтÿ кĕтес пулать. Ял халăхĕ ăна выльăх шанса панă. Çавăнпа та тĕп ĕçĕ унăн - выльăха лайăх тăрантарса тĕреклетесси тата сĕтлĕ тăвасси. Ахальтен мар Кĕлкеш ĕнисем сĕт нумай параççĕ, патшалăх валли вĕсен хуçисем кашни кунах пахалăхлă, тутлă сĕт ăсатаççĕ.
Михаил ял çыннисемпе ăшшăн калаçать, выльăхсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Кашни ĕнен ятне пĕлсе тăрать вăл. Юратаççĕ ăна вĕсем. Кану вăхăтĕнче кашниех мăйĕсене тăсса ун çывăхне пырса тăма тăрăшать. Пĕрне те çиллентерес мар тенĕн, вăл вара кăмăлпах кашнинех ачашласа илет.
Кĕтÿçĕ ĕçĕ - çăмăл мар. Выльăхсене чунтан юратса ÿсекен, тăван тавралăха кăмăллакан харсăр çын кăна ĕçлеме пултарать çак ĕçре. Ял халăхĕ тата ял тăрăхĕн администрацийĕ Михаил Александровича тав туса кĕтÿ кĕтес ĕçре малашне те пысăк утăмсем тума сывлăх, чăтăмлăх, юрату сунать