Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн ĕç яваплă

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ преступление хирĕç кĕрешессипе, профилактика ĕçĕсем ирттерессипе, обществăлла хăрушсăрлăха сыхлассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Кун пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тĕллевпе эпир РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕпе Ю.МИХЕЕВПА çыхăнтăмăр.

- Юрий Николаевич, кăçалхи 10 уйăхра преступленисен шучĕ унчченхи çулсемпе танлаштарсан мĕнле шайра пырать?

- Ку енĕпе пирĕн ĕçлемелĕх пур. Преступленисене регистрацилессин ÿсĕмĕ 1,7 процентпа танлашнă. Кăçалхи 10 уйăхра 175 преступлени регистрациленĕ пулсан, иртнĕ çул çав вăхăтра - 172. Çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕн органĕсен ĕçченĕсем преступлени туни е пулса иртнĕ пулăмсем çинчен калакан пĕлтерÿсемпе заявленисем кăçалхи 10 уйăхра 2250 пăхса тухнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ÿсĕм 29,5 процент. Преступленисене уçса палăртасси ÿснĕ, вăл 84,8 процентпа танлашнă, иртнĕ çул - 84,3 процент.

- Преступленисене уçса палăртассипе мĕнлерех ĕçлетĕр?

- Регистрациленĕ 175 преступленирен 140 уçса палăртнă. Ку енĕпе ĕç тухăçлăхĕ 2,1 процент ÿснĕ. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене уçса парассин кăтартăвĕсем лайăхланнă, 79,3 процентран 92,6 процента çитнĕ. Ют пурлăха çаратассипе çыхăннă преступленисене те тупса палăртассин кăтартăвĕсем ÿснĕ. Вăл 61,9 процентран 73,4 процентпа танлашнă. Çав шутран вăрлассипе çыхăннă преступленисем 57,9 процентран 70,1 процент таран тупса палăртнă. Хваттерсене, уйрăм кил-çуртсене çаратас тĕслĕхсем те нумайланнă. Вĕсенчен 88,2 процентне уçса палăртнă.

Иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçса палăртассипе те чылай ĕçсем туса ирттернĕ. 7 преступлени уçса палăртнă.

Урамсенче тунă преступленисене тупса палăртасси те ÿссех пырать.

Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пула транспорт хатĕрĕсене çаратасси, гаражсенчен, дача çурчĕсенчен, кĕсъесенчен вăрлассине чарса лартма пултарнă. Çавăн пекех пирĕн сотрудниксем уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине пула хĕç-пăшалпа, боеприпассемпе, сирпĕтекен хатĕрсемпе çыхăннă япаласемпе экстремистла тата терроризм сĕмĕллĕ преступленисем тума паман.

- Камсем-ха ытларах преступлени çулĕ çине тăраççĕ?

- Час-часах ниçта ĕçлемен, унччен суд тенкелĕ çине ларнă, эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çынсем тăваççĕ. Ют пурлăха çаратассипе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿснĕ, вăл 78 танлашнă.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшпе, психотроплă веществосемпе усă курнипе çыхăннă преступленисене тупса палăртассипе те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче асăннă тĕслĕхсемпе 4 преступлени тата административлă право йĕркине пăснă 3 тĕслĕх тупса палăртнă.

Йывăр преступленисем тăвасси ÿснĕ, вăл 31-рен 53 таран çитнĕ. Çавăн пекех çынна пусмăрланипе - 2, ют пурлăха çаратнипе - 78, вăрланипе - 57, хăратса е улталаса ыйтнипе - 5, саккунсăр майпа автотранспорт хатĕрĕпе усă курнипе - 3, влаç представителĕсене хирĕç тăнипе 2 преступлени тупса палăртнă.

Ирĕке тухакансене социаллă пурнăç условийĕсене хăнăхтарассипе, малтан та йĕркене пăснă çынсем преступлени çулĕ çине тепĕр хут тăрассине профилактикăлассипе йывăрлăхсем килсе тухаççĕ. Çул çитмен ачасем хушшинче преступлени тăвасси те ÿсет, вăл 6-ран 25 çитнĕ.

Пысăк Енккассинчи ял тăрăхĕнче профилактика ĕçне уйрăмах вăйлатмалла. Кунти çул çитмен пĕр çамрăк 18 преступлени тунă, вĕсенчен йывăр преступленисем - 12. Çул çитмен ачасен 80 проценчĕ ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă. Çавăнпа та çул çитмен ачасемпе уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ.

Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакан сотрудниксем преступленисене чакарассипе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ, профилактикăлла мероприятисем йĕркелеççĕ, вырăнти халăх хăрушсăрлăхне тимлессипе сыхă тăраççĕ.

- Профессиллĕ уяв çывхарса пынă май полици сотрудникĕсене мĕн суннă пулăттăр?

- Пирĕн çăмăл мар ĕçре яваплăх, тÿсĕмлĕх малти вырăнта пулмалла. Шалти ĕçсен органĕсенче вăй хуракансене пурне те яваплă ĕçре çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, халăх ырлăхĕшĕн яланах тăрăшма ăнăçу сунатăп. Çавăн пекех хамăрăн ветерансене хăйсен ĕçĕнчи паха та пуян опычĕпе пире вăй çитнĕ таран пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ каласшăн.

 



09 ноября 2012
00:00
Поделиться