Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Строительсене авалтанах хисеплеççĕ

Анаткасра пурăнакан Михаил Иванович Иванов ялти сумлă çынсенчен пĕри.

Çак чыс-хисепе çĕнсе илме çăмăл пулман ăна. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе, ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе тивĕçнĕ ăна. Çамрăклăхĕ те çăмăлах килмен унăн. Арçын ача пулнă май, 9 çултах кĕтÿ кĕтнĕ. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн комсомол путевкипе çĕршывăн тĕп хулине - Мускава тухса кайнă. СССР халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине тума пулăшнă, дренаж трубасем хунă çĕре хастар хутшăннă. Ку вăл 1950 çулта пулнă. Çавăн чухне ĕнтĕ вăл пуçласа ĕç кĕнекине пуçлать. Килĕшÿ срокĕ тухсан тăван киле таврăнать. Часах ăна Совет Çарне службăна илеççĕ. Чăваш каччи ытти салтаксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Тăванĕсемпе тус-юлташĕсем панă наказа асра тытать. Командирсемпе начальниксен приказĕсене пурнăçласа пырать. Çарпа политика вĕренĕвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата службăра тÿрĕ кăмăллă пулнăшăн Иванов ефрейтора çар командованийĕ Мухтав хучĕпе наградăласа чыс тăвать.

Салтакран тĕрекленсе таврăннă каччă малтанхи пурнăç çинчен шухăшлать. Халиччен стройкăсенче ĕçлесе курнăскер строитель профессие илме тĕллев лартать. Строительсене авалтанах тивĕçлипе хаклаççĕ-çке-ха. Вĕсем хăйсен пурнăçне чи кирлĕ те пултаруллă ĕçе халалланă. «Ĕмĕр асра юлас тесен халăха кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ стройка тумалла», - тенĕ ваттисем. Анаткас каччи çакна ăша хывнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Алтай крайĕнчи Завьялово районĕнчи Пайвинăри çиччĕмĕш номерлĕ ялти профтехучилищĕне вĕренме кĕрет. Тарăн пĕлÿ илессишĕн хăйĕн мĕн пур пуçарулăхне парать. Чăваш каччин тăрăшулăхне часах асăрхаççĕ. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн дирекци, партбюро тата профсоюз комитечĕ 41-мĕш ушкăнра вĕренекен Михаил Иванова Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Тепĕр çултан ăна профессие лайăх пĕлнĕшĕн тата хăйне йĕркеллĕ тытнăшăн Мухтав хучĕ парса чыслаççĕ.

Училищĕре вĕренсе строитель профессине илнĕ чăваш каччи тăван яла таврăнать. «Россия» совхозра ĕçлеме тытăнать. Кунтах ăна квалификацине ÿстерме Шупашкара мастер-строителĕн шкулне вĕренме яраççĕ. Вĕренсе таврăннă хыççăн тăван хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, тăрăшулăхне парать.

Н.Петров, «Россия» совхоз директорĕнче нумай çул тухăçлă ĕçленĕскер, Иванов мастер-строителĕн пултарулăхĕ çинчен çапла каласа парать: «Хăйĕн ĕçне ăста пĕлекен специалист вăл. Совхозри нумай объектсене вăл ертсе пынипе тунă. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ, ĕçри яваплăха яланах туйса тăратчĕ».

Совхозри строительство объекчĕсене тума активлă хутшăннăшăн Н.Иванова темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе наградăланă, премисем парса хавхалантарнă.

Пултаруллă строитель обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă. Ăна темиçе хутчен те Чулкас ял Совечĕн депутатне суйланă. Пуçаруллă та хастар строитель суйлавçăсен наказĕсене пурнăçа кĕртессишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, вăй-халне панă. Çавăн пекех темиçе çул халăх заседателĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Спортран та ютшăнман строитель. Шашка-шахматла выляма юратать. Ку енĕпе районти ăмăртусенче пĕрре кăна мар призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Унăн кăкăрне ытти наградăсемпе пĕрле «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿрет.

Михаил Ивановичпа Елизавета Гурьевна пĕрлешсе çемье çавăрса 5 ача çуратса, пăхса ÿстернĕ. Вĕсен хушшинче влаç тытăмĕн органĕсенче, медицинăра, строительствăра тата ытти çĕрте вăй хуракансене куратпăр. Кашниех хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе палăрса тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнаççĕ, мухтанаççĕ те.

Çак кунсенче ĕçчен мăшăрсем пĕрлешнĕренпе 55 çул çитрĕ, Михаил Иванович 80 çул тултарчĕ. Юбилярсене ывăл-хĕрĕсемпе тăванĕсем, мăнукĕсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç

 



09 ноября 2012
00:00
Поделиться