Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Эсĕ пĕччен мар!»

Кашни çыншăн юрату, тимлĕх, вăхăтра ăшă сăмах калани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕччене тăрса юлнă ватăсемшĕн вара пушшех те. Октябрь уйăхĕ Раççей Почтин Чăваш Республикинчи филиалĕшĕн Пĕтĕм Раççейри «Эсĕ пĕччен мар!» социаллă акци девизĕпе иртрĕ. Акци Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне вăй илчĕ те пĕр уйăха тăсăлчĕ. Çак вăхăтра республикăра пурăнакан кашни çын пĕччен пурăнакан ватăсене почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем урлă çыру, открытка ярса, хаçат-журнал çырăнса пама пултарчĕ.

Районти почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем те çак акцие активлă хутшăнчĕç. Унăн шайĕнче почта çыхăнăвĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи почтамтчĕн пуçлăхĕ С.Риманов, çырăнтару енĕпе ĕçлекен В.Лаврентьева инструктор Арапуçĕнчи ватăсен вăхăтлăх пурăнмалли çуртĕнче ватăсем патĕнче хăнара пулчĕç. Унта-кунта тухса çÿрейменскерсемшĕн хăна килни, ытти çынсемпе тĕл пулса калаçма май пурри пысăк савăнăç. Почтамт пуçлăхĕ Сергей Иванович аслă ăрури çынсене ăшă сăмахсемпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ, почта ĕçченĕсен ячĕпе саламлă открыткăсем вуласа пачĕ. Ватăсем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе хăнасем вĕсене тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса пачĕç, православи календарьне, ытти хаçат-журналсене парнелерĕç, кучченеçсемпе сăйларĕç.

Шăпах почта ĕçченĕсем пĕччен пурăнакан ватăсемпе тăтăшах тĕл пулакансем, ăшшăн калаçакансем. Çывăх çыннисен тимлĕхĕсĕр тăрса юлнăскерсемшĕн почтальонсем чи хаклă çынсем пулса тăраççĕ. Кашни кунах почтальона тăван пекех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕсем. Çапла май «Эсĕ пĕччен мар» акци ирттерни ватăсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Арапуçĕнчи ватăсен çуртĕнче пурăнакансем те çакăн евĕр чыс тунăшăн хăнасене тав турĕç



14 ноября 2012
00:00
Поделиться