Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрлĕх кунĕнче – халăхпа пĕрле

Мăнçырмари информаципе культура центрне çут çанталăк газĕпе ăшăтма пуçлани культура ĕçченĕсемшĕн те, ял халăхĕшĕн те пысăк савăнăç. Çак пулăма ялта пурăнакансем тахçанах кĕтни халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе ирттернĕ уява курма пыракансем клуб тулли пухăнни лайăх кăтартса пачĕ. Ку ĕçре ял тăрăхĕн администрацийĕн, информаципе культура центрĕн директорĕн Э.Кузнецовăн тÿпи уйрăмах пысăк. Вĕсем тăрăшнипе темиçе çул кĕтни пурнăçланчĕ.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлама шкул ачисем, ялти библиотека, культура ĕçченĕсем, пултарулăх ушкăнĕн членĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем уява хаваслă кăмăл-туйăмпа, ачалăх кунĕсене тĕпе хурса пуçлани куракансене тÿрех тыткăнларĕ. Аслă классенче вĕренекенсем те чунтанах тăрăшни курăнать. Ертсе пыракансен (Н.Ильинапа А.Леонтьева) сăмахĕнчен çакă палăрчĕ: халăх пĕрлĕхĕн кунне çĕнĕ уяв пек мар, киввине каялла тавăрни тесе ăнланмалла.

Шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн сцена çине Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов тата вăтам шкул директорĕ В.Николаев хăпарчĕç. Уяв ячĕпе саламланă хыççăн В.Семенов ял халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе туса ирттернĕ тата палăртнă ĕçсем çинчен каларĕ. В.Николаев ытларах шкул пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн членĕсем уяв ячĕпе пысăк концерт хатĕрленĕ. Пĕр тăван Константиновăсем (Г.Павлова, Л.Романова, С.Казакова), Д.Белова, Н.Ильина, З.Михайлова, З.Васильева шкул ачисем хăйсен юрри-ташшисемпе, «чăнкă кумасем» (И.Корнилова, С.Казакова) шÿтлĕ такмаксемпе куракансене нумайччен савăнтарчĕç. К.Данилова (4 класра вĕренекен) вара ял халăхне хĕвел тухăç халăхĕн ташшипе тĕлĕнтерчĕ. Концерт тăршшĕпех «ырлăх, сывлăх, телей пĕр-пĕрне сунар, ялан туслă пĕр-пĕринпе пурăнар», - текен шухăш палăрчĕ.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявласси ноябрĕн 5-мĕшĕнче шкулта, спорт залĕнче малалла тăсăлчĕ. Çак кун спорт ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç: шашкăлла, сĕтел çинчи теннисла, волейболла вылярĕç. Палăртма кăмăллă: Мăнçырма ял çыннисем сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе туслă, кашни спорт ăмăртăвнех йышлăн хутшăнаççĕ. Вĕсем хушшинче çиччĕмĕш теçеткене çывхаракансем те пур.

Шашкăлла вылякансен (9 çын хутшăннă) ăмăртăвĕнче Н.Иванова çитекенни пулмарĕ (1-мĕш вырăн), шкулта пĕрле вĕреннĕ А.Николаева 2-мĕш вырăна хăварчĕ, 3-мĕш вырăна Ю.Емельянов тивĕçрĕ. Сĕтел çинчи теннисла выляма 12 çын хутшăнчĕ. 1-мĕш вырăнта - А.Абрамов, 2-мĕшĕнче - С.Игнатьев, 3-мĕш вырăнта 10-мĕш класра вĕренекен С.Васильев. Волейболла выляма виçĕ ÿсĕмри çынсем хутшăнчĕç: ветерансем, студентсем, шкул ачисем. Чунпа ватăлма пĕлмен ветерансен команди вăййа çĕнтерÿпе вĕçлерĕ, 2-мĕш вырăнта - студентсен команди, 3-мĕш вырăнта - шкул ачисем.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те укçан парса хавхалантарчĕç.



14 ноября 2012
00:00
Поделиться