Культура вучахĕсем çĕнелеççĕ
«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» ЧР Президенчĕн Хушăвĕ ялсен социаллă аталанăвĕнче курăмлă вырăн йышăнать. Çак Хушупа килĕшÿллĕн пирĕн районти ял тăрăхĕсенчи социокультура объекчĕсем çĕнелсе пыраççĕ. Иртнĕ çулсенче Арапуç, Чупай, Чулкас, Аслă Чак ял тăрăхĕсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тĕпрен çĕнетрĕç пулсан, çак ĕç халĕ Кавал, Шăхаль ял тăрăхĕсенче тĕллевлĕ пурнăçланса пырать.
Асăннă хушупа килĕшÿллĕн Кавалти Культура çуртне çĕнĕ сăн кĕртме 1 миллион та 200 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе кунта чылай ĕçсем пурнăçланă. Культура вучахне çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, чÿречесене улăштарнă. Хальхи вăхăтра ăна шал енчен хăтлăх кĕртес ĕç пырать. Кунти курав залне пĕтĕмпех çĕнетнĕ: стенисене сăрланă, маччине çĕнĕрен сарнă, çĕнĕ сцена тунă, электричество пралукĕсене пĕтĕмпех улăштарнă. Фойере пластик чÿречесем лартнă. Çитес вăхăтра Культура çурчĕн тулаш енне те çĕнĕ сăн кĕртме палăртаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама тепĕр 300 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.
Шăхальти Культурăпа кану центрне те тĕпрен çĕнетнĕ. Асăннă çуртăн çивиттине, стенисене, урайне юсанă, пластик чÿречесем лартнă, çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 1 миллион тенкĕ тăкакланă. «Чăваш Республикинче ялсенче культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен» Указа тĕпе хурса ĕçлеççĕ культура ĕçченĕсем. Унпа килĕшÿллĕн Чулкасри, Чупайĕнчи, Арапуçĕнчи Культура учрежденийĕсем пурлăхпа техника базине пуянлатрĕç.
Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене модернизацилесси çинчен калакан программăпа килĕшÿллĕн 2012 çулта Чупайĕнчи, Чулкасри информаципе культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине вăйлатма пурĕ 1 млн тенкĕ уйăрнă.