Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăрăм пурнăç çулĕпе – сумлă юбилей патне

Саруй ялĕнче пурăнакан Варвара Ильинична Николаева ноябрĕн 29-мĕшĕнче 90 çул тултарчĕ. Хăйне пăхсан пĕрре те çак çула çитнĕ тесе калас килмест ун çинчен. Каласа памалли те, аса илмелли те туллиех унăн пурнăçĕнче. Кашни япалана, хăçан, мĕнле пулнине паянхи кун пекех ас тăвать вăл, пĕр чарăнмасăр каласа пама пултарать.

Вăл 1922 çулта Тăвай районĕнчи Элпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, пĕчĕкренех пур ĕçе хăнăхса çемьере икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ вĕсем, ашшĕпе амăшĕ ялти колхозра ĕçлесе пурăннă. Ялти 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн çамрăк хĕр пĕрчие Тăвайĕнчи шкулта пĕр çулталăк кăна вĕренме тивет. Варвара 14 çулта чухне 50 çула çитнĕ амăшĕ йывăр чирлесе выртнă хыççăн çĕре кĕрет. Ашшĕ вара хĕрне малалла вĕренме ямасть. Хĕр ача Элпуçĕнчи хуçалăхри пур ĕçе те пурнăçлать: пахча çимĕç ÿстерет, утă çулма, тырă вырма çÿрет. Çитĕнсе çитнĕ хĕре шăпа Саруй каччипе Петр Николаевич Николаевпа пĕрлештерет. Çамрăксен пĕрлешнĕ кунĕ шăпах Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă кунпа - 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕпе - пĕр килнĕ. Вăрçă пуçлансан çамрăк арăм окоп чавмалли, вăрман касмалли ĕçсене хутшăннă, лашапа лавĕ-лавĕпе пуйăссем валли вутă турттарнă. Мăшăрĕ пурнăç тăршшĕпех ялти колхозра бухгалтер пулса ĕçленĕ. Варвара Ильинична та колхозра, стройкăра, ялти пур ĕçре те ĕçленĕ. Каменщик ĕçне те аван пĕлнĕ хĕрарăм, ялти почта çыхăнăвĕн уйрăмне хăпартнă чухне ăна çырма хĕррине, кирпĕч хумалли йывăр вырăна тăратнă иккен. «Çурчĕ халĕ те чиперех ларать-ха», - тет 90 çулхи В.Николаева хăйĕн кун-çулне аса илнĕ май. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем 4 ача çуратса ÿстернĕ: Вениамин, Анатолий, Серафима, Ольга. 1957 çулта çемье çĕнĕ пÿрт хăпартса лартнă, выльăх-чĕрлĕхне те картиш туллиех усранă. Пĕчĕкренех пур ĕçе хăнăхса ÿсме тивнĕ ачисен. Ашшĕпе амăшĕ ирех ĕçе тухса кайсан йăлтах хăйсен тумалла пулнă. Варвара Ильинична «Ĕç ветеранĕ», «Тыл ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Аслă Çĕнтерÿ 30, 40, 50, 60 çул тултарнине халалласа панă юбилей медалĕсем те ăна савăнăç кÿреççĕ. Шел пулин те, икĕ ывăлĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Икĕ хĕрĕ, 6 мăнукĕ Варвара Николаевна патне килсех çÿреççĕ. Ахаль чухне пĕчченех пурăнать-ха вăл кăштăртатса. Куçĕ начарланса çитнипе операци тунă пирки ăна хальлĕхе кĕçĕн хĕрĕ Ольга Петровна пăхать. Куçĕ япăхланиччен Варвара Ильинична сурăхĕсене те, чăххи-чĕпписене те хăех пăхса тăнă, нуски-алсиш çыхнă, пир тĕртнĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче больницăна çÿресе курманпа пĕрех вăл. Малтанхи 3 ачине те килтех, кăмака хыçĕнчех çуратнă, 4-мĕшне - Пăртасри больницăра. Ун чухнехи йывăр пурнăç условийĕсенчен пирĕн тĕлĕнмелли кăна юлать. Темĕнле терт-нуша витĕр тухни пиçĕхтерсе çитернĕ те ĕнтĕ паянхи куна 90 çул урлă каçнă мăн кукамая, мăн асаннене. Юбилей кунне Вăрмар районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов сумлă çынна РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă Çырăвне пачĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе унăн заместителĕ Д.Иванов саламларĕ.



"Урмарская районная газета"
01 декабря 2012
00:00
Поделиться