Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пултарулăх - Турă панă ырлăх

ЛОМОНОСОВА.

Кĕтеснер ялĕ ÿнер ăстисемпе пуян: Г.Алентей, В.Алендей, Г.Ломоносов, пĕртăван артистсем - Ф.Иванова, Н.Иванов, В.Павлов, Е.Эскер. Халĕ вĕсен çумне Анатолий Иванов хутшăнчĕ. Унăн нумаях пулмасть «Пурнăç хумĕсем» ятлă сăвăсен пуххи пичетрен тухрĕ. Ун хыççăнах тата тепĕр çамрăк çыравçă Л.Викторова çирĕппĕн ярса пусрĕ пултарулăх сукмакĕ çине. Вăл «Роковое наследство или подарок судьбы» ятлă роман пичетлесе кăларчĕ. Çĕнĕ авторсене чыслама тесе Кĕтеснер ял библиотекинче культура ĕçченĕсем асăннă кĕнекесен презентацине ирттерчĕç. Уява районти культурăпа спорт тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ И.Дмитриева, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Хованский, поэт тата композитор, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Иванов, районти тĕп библиотека директорĕ Г.Алексеева, ял администрацийĕн ĕçченĕсем, ял çыннисем, ветерансем тата кĕнеке авторĕсен çывăх тăванĕсем пухăннă. Кашниех кĕнеке вуланă хыççăн çуралнă шухăшне уçса пама тăрăшрĕ. Педагогика ĕçĕсен ветеранĕ Ю.Макарова А.Ивановăн «Телевизор терчĕ» сăввине пăхмасăр вĕренсе килнĕ. Ку, паллах, авторăн сăввисем чĕре витĕр шăранса тухнине пĕлтереççĕ. Чăнах ĕнтĕ, А.Иванов çав тери çепĕç те яка чĕлхеллĕ, чуна пырса тивмелле илемлĕ, шыв юххи пек вуланакан сăвăсем çырать. Вĕсене вуланăçемĕн вулас килет. Ман шухăшпа уява килнисем те пурте килĕшрĕç. Сăмах май каласан, Л.Викторова романĕ те çав тери çăмăл вуланать. Кĕнеке вулама пуçласанах тыткăнлать, малалла мĕн пулассине пĕлес килнипе антăхса кайсах вулатăн ăна. Уява килнисем çĕнĕ кĕнеке авторĕсене ырă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç, культура ĕçченĕсем юрăсем шăрантарчĕç. Сăмах май каласан, А.Иванов та юрă юрлама çав тери ăста. Хăйĕн сăввисенех юрра хывать. Вĕсенчен пĕрне уявра юрласа пама пулчĕ.

Уявра Н.Иванов, А.Палайтиене, Л.Ломоносова А.Иванова халалласа çырнă хăйсен сăввисене вуларĕç. Библиотека заведующийĕ С.Скворцова хатĕрленĕ электронлă презентацие курма вара çав тери кăмăллă пулчĕ.



03 декабря 2012
15:13
Поделиться