Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ оборудовани ĕç тухăçлăхне ÿстерет

Юлашки çулсенче Чăваш Енре медицина аталанăвĕ курăмлă вырăн йышăнать. Кашни çул республикăра медицинăн çĕнĕ центрĕсем уçăлаççĕ, пĕтĕмĕшле врач практикин принципне тĕпе хураççĕ, çак ĕçе йĕркеленĕ - çемье медицинин 360 офисĕ ĕçлет.

Пирĕн районта асăннă офиссем 5 шутланаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕнĕ оборудованипе пуянлатасси те тĕп вырăнта шутланать. «2011-2012 çулсенче Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавне çĕнетесси» программăпа килĕшÿллĕн районти тĕп больницăсене те вырăнти халăх сывлăхне тимлеме кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтереççĕ.

Нумаях пулмасть районти тĕп больницăн поликлиникине вырăнти халăхăн сыватупа диагностика процесне лайăхлатма рентгенпа диагностика оборудовани 7 миллион та 44 пин те 692 тенкĕлĕх илсе килнĕ. Асăннă оборудованипе В.Чапурин врач тата Т.Зайцева лаборантка çынсен сывлăхне тимлеççĕ. Çавăн пекех диагностикăпа ультразвук аппарачĕ валли 2 миллион та 277 пин тенкĕлĕх уйăрнă. Çак оборудованипе вар-хырăма тата ытти органсене Л.Сергеева пăхса тăрать. Людмила Вячеславовна çак ĕçре 1984 çултанпа тăрăшать. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренсе пĕтернĕ, врач-терапевт специальноçе алла илнĕ. «Çĕнĕ оборудовани ĕç тухăçлăхне ÿстерет. Халĕ кунне 30-40 çынна яхăн йышăнатпăр. Çакна палăртмалла: ку аппарат çыннăн вар-хырăмĕнче тата ытти органсенче мĕнлерех чир пуррине тÿрреммĕнех палăртма пултарать», - каласа парать Л.Сергеева терапевт. Çавăн пекех фибробронхоскоп 610 пин те 306 тенкĕлĕх илсе килнĕ. Ку оборудованипе В.Тимушкин врач вырăнти халăх сывлăхне тимлет.

Сывлăх сыхлавĕн районти учрежденийĕн пурлăхпа техника базине вăйлатма пурĕ 9589,6 пин тенкĕлĕх оборудовани, хальхи йышши информатизаци системине ĕçе кĕртме 775,3 пин тенкĕ уйăрнă.



05 декабря 2012
00:00
Поделиться