Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕлнĕ, илтнĕ, курнă, хакланă

Çапла калама пулать пулĕ 2009 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Русские писатели о чувашах» кĕнекери тĕрленчĕксене, статьясене, калавсене, пысăк хайлавсен сыпăкĕсене, поэмăсемпе сăвăсене вуласан. Авторĕсем Чăваш тăрăхĕсенче пулса мĕн курнине, илтнине çырса кăтартнă, илемлĕ произведенисенче Атăл тăрăхĕнчи халăхпа тата уйрăм çынсен сăнарĕсемпе паллаштарнă.

Интересли – кĕнеке А.Курбскин 1552 çулта Хусан хулине парăнтарас тĕллевпе вырăс çарĕсем Чăваш çĕршывĕ тăрăх кайни çинчен каланă аса илĕвĕпе пуçланать. Хаклă документ алă айĕнчех тейĕн. Пирĕншĕн, вăрмарсемшĕн, Хветĕр Уяр писатель пухса хатĕрленĕ çак кĕнеке мĕнпе паха-ха?! Паллах, кăларăмри пĕр хайлава та хурлаймăн – интереслĕ, асра юлмалли сыпăксем нумай. Çапах та, пин сăмахран чи хаклине тупрăм тенĕ пек эпĕ те хама ытларах кăсăклантараканнине тупрăмах. Акă вăл:

А.М.Горькин пĕр çырăвĕ пирки. 1928 çулхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш кĕнеке издательстви А.М.Горькин калавĕсен пуххине чăвашла кăларас тесе тимленĕ. А.И.Ярлыкин куçаруçа калавсен пуххин тытăмне йĕркелеме тата хайлавсене куçарма хушнă. Куçаруçă писатель патне çырупа тухнă.

А.И. Ярлыкин А.М.Горький патне янă çыруран:

« ... Хам çырăвăн тĕп тĕллевĕ пирки çапла пĕлтеретĕп – маншăн (çавăн пекех пур чăвашсемшĕн те) çырнисен пуххи авторăн ум сăмахĕпе пуçлансассăн питĕ лайăхчĕ, унпа эсир пĕтĕм халăха хисеп тăвăттăр, ун тавра Эсир хăвăр та пулса курнă, çав халăх Сире тăван пекех йышăнать. Çавăнпа Сиртен ум сăмах çырса пама ыйтатăп...»

А.М.Горький çав вăхăтра Соррентăра (Итали) пурăннăскер, хăйĕн кĕнекисем чăвашла пичетленнишĕн питĕ савăннă, калавĕсен пуххин ум сăмахне çырса панă. Конвертра çакăн пек содержаниллĕ çыру та пулнă:

«Александр Иванович, хамăн калавсен пуххин куçарăвĕ валли ум сăмах ярса панă май Сиртен çапла ыйтасшăн:

Эсир вуланă пулĕ, «Пирĕн çитĕнÿсем» журнал йĕркеленнĕ, унăн тĕллевĕ – вулакансене Совет Союзĕнче культура аталанăвне кăтартасси. Чăваш Республикинче культура çитĕнĕвсем пирки хăвăр е çырма пултаракан çын тупса статья ярса параймăр-ши; Çавăн евĕрлĕ статьясем Мари, Тутар, Пушкăрт, Кăркăс тата ытти республикăсем çинчен те пулĕç.

Сиртен çак ĕçе йĕркелеме питĕ ыйтатăп. Салам! Тата – Çĕнĕ Çулпа!»

А.Горький чăвашла пичетленекен кĕнеки валли самаях пысăк ум сăмах çырса панă. Вăл кĕнекен пĕр страници чухлех. Паллах, вăл вăхăтшăн писатель сăмахĕ витĕмлĕ те сулмаклă пулнă ĕнтĕ, паянхи куншăн пролетари çыравçин хăш-пĕр шухăшĕсем кивелнĕ те пулĕ, çапах та вĕсене вулама интереслĕ. Акă кĕскетсе куçарнă сыпăк:

«Манăн кĕнекесене чăвашла куçарнишĕн чунтанах хĕпĕртетĕп.

Ман шутпа литература пĕр халăха тепĕр халăхпа çăмăлрах паллаштарать тата çывăхлатать. Ку хăйĕн ĕçне чунтан парăннă профессионал шухăшĕ мар, кăна эпĕ 40 çул ытла пурнăçа тишкерсе пĕтĕмлетнĕ. Хĕвел Анăç Европăри нихăш çĕршывра та Совет Союзĕнчи чухлĕ кĕнекесем урăх чĕлхерен куçарса пичетлемеççĕ. Çавăнпа хута пĕлекен вырăс çынни Европăри халăхсен пурнăçĕ пирки ытларах пĕлет, унти халăхсем Раççей тата вырăссем хушшинче авалтанпах пурăнакан йăхсем пирки вара сахалрах пĕлеççĕ.

Çав йăхсем, вĕсем шутĕнче чăвашсем те, халиччен пĕлменнине пĕлекен, ăнланакан пулчĕç... Кĕнекесем пире пурнăçа ăнланма, хаклама вĕрентеççĕ. Çынсене ирĕке, телей патне туртаççĕ...

Пĕтĕм чунтан чăваш халăхне иксĕлми вăй-хăват, çĕкленÿллĕ кăмăл сунатăп, хăвăрăн культурăра малалла та аталантарăр, çĕнĕ пурнăç тăвăр».

А.Пешков, Сорренто, 1929.»

Александр Иванович Ярлыкин пирĕн район çынни, Эçпепе ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă. 1920-мĕш çулсенче Чăваш Республикин йĕркеленĕвĕнче хăйĕн тÿпине хывнă. Вĕрентÿ ĕçĕнче, шкул валли кĕнекесем кăларассинче нумай тăрăшнă. Вырăсларан чăвашла куçарассипе те тимленĕ. Ĕмĕрне тăван ялĕнчех, Эçпепере, ирттернĕ. (А.Ярлыкин пирки Я.Зайцевăн, В.Бурмистровăн кĕнекисенче вуласа пĕлме пулать).



05 декабря 2012
00:00
Поделиться