Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял пурнăçĕ – пуçаруллă çынсенче

Саруй ялĕнчи Архиповсен çемйи паянхи кун таппипе пĕр тан пырать. Çак ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ çинчен çакна калаймăн. Нумай пÿрт хупăнса ларать, çамрăксем йышлă мар. Çавăнпа та пысăк, илемлĕ шутлă çуртсем таçтан курăнса лараççĕ. Вĕсенчен пĕринче Валентина Анатольевнăпа Виталий Михайлович Архиповсем тĕпленсе пурăнаççĕ.

Мал ĕмĕтлĕ çемье ялта ĕçлесе пурăнать: кăçатă йăвалаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Çемйипех хутшăнаççĕ вĕсем çак ĕçе. Çемьере вара - 3 ывăл. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă ашшĕ-амăшĕ. Хĕллехи вăхăтра ытларах кăçатă йăвалаççĕ, нуски-алсиш çыхаççĕ. Ытларах пĕчĕк калăпăшлисене, ачасем тăхăнмаллисене туса хатĕрлеççĕ. Çăмне вара тутарсем киле пырсах сутса хăвараççĕ. «Кăçатă кил-йыш, тăвансем валли хатĕрлетпĕр», – тет Валентина мăшăрĕ. Ятарлă путвалта кăçатă тумалли калăпсем, майласа хунă çăм тĕркисем, ятарлă ĕç хатĕрĕсем. 1994 çулта мăшăрланнă хыççăн тепĕр 2 çултанах вĕреннĕ вĕсем çак ĕçе. Çуллахи вăхăтра утă хатĕрлессипе чылай ĕçлеме тивет. Аслă ывăлĕ Эдуард çемье çавăрнă, нумаях пулмасть кăна, Саруйĕнчех, çĕнĕ пÿрте уйрăлса тухнă. 10 çултанах кăçатă йăвалама пуçланăскер паян кун та çак ĕçпех ĕçлет, Патăрьел районĕнчен качча килнĕ çамрăк мăшăрне, Мальвинăна та, вĕрентнĕ кăçатă йăваламалли вăрттăнлăхсене. Эдуард шкул хыççăн автомеханике вĕренсе тухнă, салтака кайса килме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ялтах тĕпленсе пурăнас тенĕскерсем хăйсем пĕлекен ĕçпех ĕçлеме шутланă. Аслă Архиповсем хăйсен килĕнче, кĕçĕннисем хăйсем патĕнче – икĕ çемйи те кăçатă йăвалаççĕ. Çамрăксем ачасене тăхăнтармалли çăм атăсене тĕрлесе илемлетеççĕ, илĕртÿллĕ тĕс кĕртеççĕ.

Валентинăпа Виталийăн вăтам ывăлĕ салтакра, нумай пулмасть кăна присяга тытнă. Ашшĕпе амăшĕ ун патне Самарăна, çар тивĕçне пурнăçланă вырăна, кайса та килнĕ. Кĕçĕнни вара 12 çулта, шкулта вĕренет. Вăл та пиччĕшĕсем пекех сурăх çăмне йăваласа кăçатă тăвас ĕçрен юлмасть.

Ĕçе юратса та пĕлсе туни çителĕклĕ пурнăç, канăçлăх кÿрет.



05 декабря 2012
00:00
Поделиться