Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Бюджет ыйтăвĕсене пăхса тухрĕç

Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври 24-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕсем, пай пуçлăхĕсемпе сектор заведующийĕсем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район прокурорĕ Е.Краснов хутшăнчĕç.

Ларăва Вăрмар район пуçлăхĕ – Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков ертсе пынă. Кун йĕркине 10 ыйту кĕртнĕ:ЧР Вăрмар районĕн 2013 çулхи тата 2014, 2015 çулсенчи тапхăра планласа хунă район бюджечĕ; Вăрмар районĕн бюджетне 2012 çулхи 9 уйăх хушшинче пурнăçлани; район депутачĕсен Пухăвĕн 08.12.2011 çулхи 107 номерлĕ «2012 çулхи Вăрмар район бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси; вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен коррупцие хирĕç кĕрешмелли мероприятисен 2007-2012 çулсенчи планне улшăнусем кĕртесси; Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн 26.05.2011 çулхи 62 номерлĕ «Муниципаллă должноçри тата район администрацийĕн муниципаллă службăри муниципаллă должноçри çынсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тата ыттисем те. Çак тата ытти ыйтусемпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова, юридици пайĕн начальникĕ Л.Степанов, ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов, райадминистрацин тĕп архитекторĕ Н.Иванова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Егоров, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров тухса калаçнă.

Лару вĕçĕнче депутатсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, умра тăракан ыйтусене сÿтсе яврĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç



10 декабря 2012
00:00
Поделиться