Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял пурнăçĕ - пуçаруллă çынсенче

Ял çынни мĕн ĕмĕртен çĕр çинче ĕçлесе хăйне валли пурăнмалăх апат- çимĕç хатĕрленĕ. Халĕ вара пирĕн районта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем аталанса пынă май, пахча çимĕç, выльăх-чĕрлĕх пурăнмалăх çеç мар, сутмалăх та туса илеççĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе Кавал ял тăрăхĕнче те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, кунти Пăвакасси, Çиçтĕпе ялĕсенче выльăх-чĕрлĕх ытлăн-çитлĕн усраççĕ.

Пăвакассисем мал ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ

Пăвакасси ялĕ район центрĕнчен аякра вырнаçнă. Кунта 102 çын шутланса тăрать. Хальхи вăхăтра 34 килте 68 çын пурăнать, вĕсенчен 9-шĕ - ачасем. Çак ялта пурăнакан хисеплĕ çынсенчен пĕри вăл - Василий Петрович Петров. Мĕнпе тивĕçнĕ-ха вăл çак хисепе тесе ыйтсан, тÿрремĕнех çакна каламалла: хăй ĕçĕнче чăн-чăн ăстаçă пулнипе. «Алли-ури маçтăр унăн», - тесе калаççĕ ун пирки ял-йышра. Ку чăнах та çапла. Çак ялтах 1931-мĕш çулта йышлă çемьере (вĕсем çиччĕн ÿснĕ) çуралнă В.Петров. Çемьере ача нумай пулнă пирки унăн пит аякках вĕренме кайма май килмен. Çавăнпа та мĕн çамрăклах платник, столяр ĕçне аслă ăрури тăванĕсенчен хăнăхса пынă. 1951 çулта ăна çар ретне илеççĕ. 4 çул службăра тăрать, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Салтакран таврăнсан Анна Михайловнăпа çемье чăмăртаççĕ, 3 ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ. Василий Петровичпа калаçнă май, çакна пĕлтĕм: хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл Пăвакасси ялĕнче кăна 43 кил-çурт хăпартма пулăшнă. Ăста платнике ялта çеç мар, кÿршĕллĕ ялсене те çурт-йĕр хăпартма чĕннĕ. Чылай çул «Ленинский» совхозра платник, столяр пулса ĕçленĕ вăл. Совхозра выльăх-чĕрлĕх витисем хăпартнă çĕрте те унăн тÿпи пысăк. Кил-çуртне те вăл пĕтĕмпех хăйĕн аллипе ăсталанă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Питех те шел, Анна Михайловна йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех çак тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ĕмĕр тăршшĕ пĕрле алла-аллăн тытăнса, туслă пурăннă кунсене куççульпе аса илет Василий Петрович. Халĕ вăл килте пĕчченех кун кунлать. Çулсем иртеççĕ пулин те, пĕрре те ахаль лармасть пултаруллă ял ĕçченĕ. Кил-çурта тытса тăрать, кăçатă тĕплет, кÿршĕсене, ял çыннисене те ку енĕпе пулăшсах тăрать. Ачисем курма килсен чунтанах хĕпĕртет мучи. Çамрăксем ялта сахалтарах юлни пăшăрхантарать ăна. Юлашки вăхăтра Пăвакассинчен тухнă, аякра пурăнакансем те çуртсем тăван ялтах туянни савăнтарать те ăна. «Эппин ял малашлăхĕ пур-ха», - тет савăнăçлă кăмăл-туйăмпа Василий Петрович.

Çул çÿрев малалла çак ялти Владимир Геннадьевич Максимовсен çемйине пулчĕ. Ку çемье ялта ĕçченлĕхĕпе палăрса тăрать. Мăшăрĕпе Алевтина Алексеевнăпа картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ - ĕне, вăкăр, сурăхсем... Çитес çулсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕ те йĕркелесе яма палăртаççĕ вĕсем. Малашлăхра ăратлă вăкăрсем çитĕнтерес тĕллевлĕ вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе, ăна сутса трактор та туяннă ĕçчен çемье. «Килте трактор пулсан çĕр ĕçĕпе вăй хума самаях çăмăлрах пулĕ. Çурăм çинче йăтнипех нумаях мала каяймăн. Выльăх-чĕрлĕх усрама утă-улăм ытлă-çитлĕ кирлĕ вĕт. Çĕр çинче ĕçлеме техникăсăр ниепле те май çук», - тет Алевтина Алексеевна. Пĕр гектар çĕр пур вĕсен, унта тĕрлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ. Владимир Геннадьевич мăшăрĕ ĕçре чухне çамрăк хĕрарăма выльăх-чĕрлĕх патĕнче ытларах пĕччен ĕçлеме тивет. Ялта пурăнакан хĕрарăмшăн çакă пурнăçлама пултарайман ĕç мар. Алевтина Алексеевна хăй те ялта, Муркаш тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер, умри йывăрлăхсенчен пĕрре те хăрамасть, вĕсене парăнтарса пыма тăрăшать. Туслă çемьере икĕ ача çитĕнет. Вĕсем те ÿссен ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ пулĕç.

Ачасен сассипе ял илемлĕ

«Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар», - теççĕ халăхра. Çиçтĕпере пурăнакан В.Чубуковсен çемйи вара хăйсен кун-çулне ачасем çитĕнтерсе вĕсене тĕрĕс воспитани парассипе çыхăнтарнă. 6 ача çитĕнет вĕсен çемйинче. Çакă ялта пурăнакан çемьене пĕрре те хăратмасть. Кашни ачи ашшĕ-амăшне кил тĕрĕшри ĕçсене тума май пур таран пулăшма тăрăшать. Çемье пуçлăхĕ Владимир Вениаминович выльăх-чĕрлĕх пăхса тăрать. Ĕне, вăкăр, сурăхсем, кроликсем, чăхсем усраççĕ вĕсем. «Романовски» ăратлă сурăхсем усрассипе ытларах ĕçлет Владимир Вениаминович. Хăй вăхăтĕнче «Ленинский» совхозра ферма заведующийĕ, бригадир, водитель пулса та тăрăшнă. 2000 çулта ăратлă сурăх - 3 тата пĕр така туянсан çак ĕçе малалла аталантарма тытăннă. Сурăхсен ăратлăхне çĕнетсех пыма тăрăшать вăл. Çавна май Ярославль облаçĕнчен така та туянса килет пултаруллă ĕçчен. Ăратлă сурăхсем пĕрре пăруламассерен тăватшар путек параççĕ. Çак йăхри сурăх-такасем йывăрăшĕпе те уйрăлса тăраççĕ, çăмне те вĕсенчен ытларах илме пулать. Кроликсем ĕрчетессипе те ĕçлет В.Чубуков. «Çуллахи вăхăтра хуларан каникула яла килнĕ ачасем çак чĕр-чунсемпе питĕ интересленеççĕ, вĕсене тытса курма, пăхма юратаççĕ. Çамрăк ăру кроликсене пăхма кăмăлланине шута илсех вĕсене усратпăр», - тет Владимир Вениаминович. Сăмах май çакна палăртмалла, мăшăрĕ Светлана Васильевна, Кавалти шкулта физкультура предметне вĕрентет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех ачасене ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентессипе çыхăннă. Вĕсен ĕçчен те туслă çемйинче 6 ача (4 ывăл та икĕ хĕр) çитĕнет. С.Чубукова вĕрентекен район, республика шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать, призлă вырăнсем çĕнсе илет. Ачисем те спортпа питĕ туслă. Вĕсенчен иккĕшĕ Мускаври Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренеççĕ.

Раççей, республика Правительствисем йышăннă социаллă программăсенче çынсене хăтлă çурт-йĕр туса парасси приоритетлă задачăсенчен пĕри шутланать. Кунта пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси те кĕрет. Çиçтĕпе ялĕнчи Чубуковсен çемйи валли те чăн-чăн парне пулчĕ. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ăста алăллă строителĕсем кĕске вăхăтра икĕ хутлă капмар çурт хăпартрĕç. Çурт хăпартнипе пĕрлех шал енчен хăтлăх кĕртес ĕçсене те вĕсемех пурнăçларĕç. Çакăн пек пулăшу кÿнĕшĕн Чубуковсен çемйи республика Правительствине, район администрацине ырă сăмахсемпе тав тăвать. Илемлĕ те капмар пÿрт ачасен сассипе тулчĕ.



10 декабря 2012
00:00
Поделиться