Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кĕтеснер шкулне - 130 çул

Тăван шкул... Кашни çыншăн тăван шкултан çывăххи, хакли çук. Кирек мĕнле çын чĕринче те вăл çепĕç туйăмсем çуратса тахçанччен упранма тăрăшать. Çак туйăмсемпе хавхаланса пурăнатпăр эпир.

1883 çулта Кĕтеснер ялĕнче хутла пĕлекенсен шкулĕ уçăлать. Унăн вĕрентекенĕ Яков Гаврилович, ун патĕнче 15 арçын ача тата 1 хĕрача вĕренеççĕ. Вĕсене вăл килĕнче вĕрентнĕ. Шалу укçи çулталăкра 3 тенкĕ пуçтарнă. 1889 çулта вара Çветтуй Гурий тăванлăхĕн шкулĕ пулса тăрать. Хутла вĕрентнипе пĕрлех ачасене чиркÿ юррисене юрлаттарнă. 1887-1888 çулсенче шкулта 20 арçын ача тата 5 хĕрача вĕреннĕ. 1889 çулта Я.Гаврилов халăх учителĕн ятне илет те урăх çĕре куçса каять. 1890 çулта шкула кунти хресчен Кузьма Гаврилов ертсе пынă. Вăл вырсарни кунсенчи каçсенче ачасемпе çеç мар, ялти хресченсемпе те тĕн вулавĕ йĕркеленĕ. 1902 çулта шкулта 21 арçын ачапа 7 хĕрача вĕреннĕ. 1908 çулта чиркÿ прихучĕн шкулĕ уçăлать. 42 çул хушши хресченсем килĕсенче вĕреннĕ. 1925-мĕш çулта Кавал ялĕнчен купса çуртне куçарса килсе шкул тунă. Унта икĕ класс тата вĕрентекен валли пÿлĕм пулнă.

1936-1937 вĕренÿ çулĕсенче çичĕ çул пĕлÿ пухмалли шкул ĕçлеме тытăнать. 1956 çулта шкул директорĕнче Г.Никифоров тăрăшнипе йывăçран тунă шкул хута каять. 1957 çулта шкул çуртне пушар тĕп тăвать. Шкул ачисен лаша витинче, хурал пÿртĕнче, колхозниксен килĕсенче вĕренме лекнĕ.

1962 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кĕтеснерте вăтам шкул уçăлать. 1995 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам, 2004 çултан вара пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ятне илет. Вăхăт иртнĕ май шкул ертÿçисем, вĕрентекенсем улшăннă. Вĕсенчен кашниех шкула аталантарас, ун чапне çĕклес тесе тăрăшнă. Ларион Григорьев (Урнар ялĕ), Евдоким Федоров (Тăвай), Василий Тимофеев (Етĕрне), Николай Туймедов (Кавал), Степан Григорьевпа Иван Капитонов (Мăнçырма) пирвайхи вĕрентекенсем пулнă.

Кĕтеснер шкулĕнче республикипе паллă çынсем сахал мар вĕренсе тухнă. Акă вĕсем: чăвашсен паллă çыравçисем Василий Алентей, Григорий Алентей, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ артисчĕсем: Фаинăпа Николай Ивановсем, Василий Павлов, летчик-сăнавçă А.Захаров, вăрçă вучĕ витĕр тухнă Я.Назаров полковник, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ Б.Михайлов, ЧЗСМ директор çумĕ В.Нямин, ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин пай начальникĕ М.Краснов, районта тата тăван ялта вăй хуракан педагогикăпа медицина ĕçченĕсем, инженерсемпе строительсем, çĕр ĕçченĕсем...

Хальхи вăхăтра Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пурĕ 14 вĕрентекен тăрăшса вăй хурать. М.Краснова хăй вĕренсе тухнă тăван шкулта 1981 çултанпа вĕрентекен пулса, 2002 çултанпа шкул директорĕнче ĕçлет. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ директор, кунти вĕрентекенсем тăрăшнипе кашни çулах шкулăн пурлăхпа техника бази çирĕпленсе пырать. Шкул умĕнчи тĕп тĕллев - ачасене пахалăхлă пĕлÿ парасси, вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ информаци технологисене явăçтарасси, пысăк культурăллă, анлă тавра курăмлă гражданинсем çитĕнтересси, Тăван çĕршыва юратма, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси.

Паянхи кун шкулта 76 ача пĕлÿ пухать. Шкул ачисен ăс-хакăлне аталантарма кунта тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. «Инфознайка», «Музей тата ачасем», «Çут çанталăк тусĕсем», «Туристсем» тата ытти тĕрлĕ кружоксене ачасем пур кăмăлтан çÿреççĕ. Шкулта тăван ен музейĕ йĕркеленĕ.

Çулсеренех шкула В.Алентей çуралнине анлăн паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Çыравçăн произведенийĕсем тăрăх вулав конференцийĕсем иртеççĕ.

2011-2012 вĕренÿ çулĕ тĕлне Кĕтеснерти тĕп шкулта пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Шкул тăррине улăштарчĕç, коридорĕсене, столовăйне юсаса çĕнетрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе вĕренÿ пÿлĕмĕсене те çутă та хăтлă тума пултарчĕç. Çурчĕ кивĕ пулин те тăрăшса вĕренме, спортпа туслă, тĕрлĕ мероприятисенче активлă пулма нимĕнле чăрмав та çук Кĕтеснерти тĕп шкулта пĕлÿшĕн ăнтăлакан ачасемшĕн. Кăçал тăван шкул 130 çул тултарать. Çак паллă кун ячĕпе февралĕн 1-мĕшĕнче Кĕтеснер шкулĕнче пĕлÿ пухнă вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсемпе хăнасене курма хавас пулăпăр.



"Урмарская районная газета"
26 января 2013
00:00
Поделиться