Тÿлемен парăмсем ура хураççĕ
«Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти 2012-2013 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттернĕ, анчах хăш-пĕр хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн пысăк парăмра пулни ура хурса пырать.
Кашни çулах асăннă предприяти пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерет. Хальхи вăхăтра ку предприяти 34 котельнăйне пăхса, тĕрĕслесе тăрать. Вĕсенчен промышленноçра усă кураканнисем - 9, пĕчĕк котельнăйсем 25 шутланаççĕ. Трасса пĕтĕмĕшле 13 километр шутланать. Иртнĕ çул пурĕ 250 метр тăршшĕ киввисене полиэтилен тата изопропилен пăрăхĕсемпе çĕнетнĕ. Çакă чылай вăхăт хушши çĕр айĕнче упранма май парать, ăшă перекетлет. Унсăр пуçне ăшă пыракан пăрăхсене ăшă тытакан материалсемпе чĕркенĕ. 68 çуртсен ăшă паракан пăрăхĕсене тасатнă. Поселокри Молодежнăй урамри, Зеленый тăкăрлăкĕнчи 3, 7 çуртсем патне каякан ăшă паракан трассăна улăштарнă. Ăшă паракан пунктсене те юсанă. Хальхи вăхăтра хваттер хуçисем тĕрлĕ ыйтусене татса пама ыйтса çырнă заявленийĕсемпе ĕçсем туса ирттереççĕ.
Ку е вăл юсав ĕçне пурнăçлама укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Асăннă предприятие вара вĕсене пурнăçлама хăш-пĕр хваттер хуçисен парăмĕ пысăкки чăрмав кÿрет. Иртнĕ çул декабрь уйăхĕнче хваттер хуçисенчен чылайăшĕ коммуналлă пулăшушăн пур активлăхпа тÿлерĕ. Анчах та çĕнĕ çул пуçланнăранпа тÿлекенсен йышĕ самаях чакрĕ. 2013 çулхи январĕн 29-мĕшĕ тĕлне çак парăм 3 миллион та 118 пин тенке çитнĕ. Çак укçа-тенкĕ предприяти кассине вăхăтра кĕрсе пырсан çуллахи вăхăтра мĕн чухлĕ юсав ĕçĕсем тума пулĕччĕ. Кун пирки парăмçăсен шутламаллах. Парăмсене вăхăтра тÿлемесен «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти коммуналлă пулăшушăн тÿлемен граждансем пирки суда ĕç тăратать. Иртнĕ çул пурĕ 121 ĕç (1 миллион та 51 пин те 944 тенкĕлĕх) тăратнă, вĕсенчен 450 пин тенкине предприяти майлă шыраса илнĕ. Çак ĕç малалла пырать.
Парăмсем пысăк пулнипех асăннă предприяти «Чувашрегионгаз» тулли мар яваплă обществăна çут çанталăк газĕшĕн 6 миллион та 63 пин тенкĕ парăма кĕнĕ. «Коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хваттер хуçисене парăмсене пырса татма ыйтатпăр», - терĕ В.Иванов пуçлăх.