Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çитĕнĕвĕсем пысăк

Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Алина Олеговна Иванова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2013 çулхи стипендиачĕ пулса тăчĕ. Хĕр ачан вĕренÿри çитĕнĕвĕсем курăмлă.

ЧР Президенчĕн 1999 çулхи 59 номерлĕ «Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине ятран парасси çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче лайăх вĕренекен ачасене уйăхсерен ятран паракан стипенди пама йышăннă пулнă. Çак стипендине ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Алина 2012 çулхи сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа кăçалхи августăн 31-мĕшĕччен илсе тăрĕ.

Унччен маларах вăл Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине те илме тивĕç пулнă. Районта, республикăра иртекен олимпиадăсемпе конференцисенче вăл малти вырăнсене йышăнать. 11 класра район шайĕнче биологи предмечĕпе 1-мĕш, экологипе 2-мĕш, химипе, вырăс чĕлхипе 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Алина республика шайĕнче биологипе, вырăс чĕлхипе иртнĕ олимпиадăсене хутшăннă, нумай пулмасть кăна республикăра экологи предмечĕпе призлă вырăн йышăннă. «Олимпиадăсен тапхăрĕ вĕçленчĕ ĕнтĕ, халĕ экзаменсене хатĕрленмелли кăна юлчĕ», - тет вĕренÿре малта пыракан хĕр ача.

Пушă вăхăтра ÿкерме юратать, конькипе ярăнма килĕштерет. Хăйĕн малашнехи пурнăçне Алина медицина енĕпе çыхăнтарасшăн, çак енĕпех аслă пĕлÿ илесшĕн. Камран тĕслĕх илмелли те пур унăн. Аслă пиччĕшĕ, Владислав, районти тĕп больницăра тухтăр пулса ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулни ăна малалла та пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарать.



"Урмарская районная газета"
06 февраля 2013
00:00
Поделиться