Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Манăçмасть вĕсен паттăрлăхĕ

Февралĕн 2-мĕшĕнче Совет çарĕ Сталинград хулишĕн 200 куна пынă хаяр çапăçусенче çĕнтернĕренпе 70 çул çитрĕ. Çавна май Раççейĕн кашни кĕтесĕнчех çак уйăх пуçламăшĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.

1942-1943 çулсенче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, пулас маршал В.И.Чуйков ертсе пынă 62-мĕш гварди çарĕн йышĕнче кăна пирĕн республикăран кайнă вуншар пине яхăн салтакпа офицер нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Вĕсенчен чылайăшĕ паттăрлăх кăтартса Атăл хĕрринчи Сталинграда тăшманран хăтарассишĕн пынă йывăр çапăçусенче пуç хунă. Паян чăваш хулисемпе ялĕсенче çитмĕл çул каялла Сталинград патĕнче çапăçнă утмăл çичĕ çын пурăнать.

Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусем пулнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа республикăри чи курăмлă мероприяти Чăваш наци музейĕнче иртнĕ. Унта чылай хулапа районтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем, интернационалист тивĕçне чыслăн пурнăçланă ветерансем, пулас салтаксем хутшăннă.

Шупашкарти 36-мĕш вăтам шкулта Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ паллă педагог тата тавра пĕлÿçĕ В.Бурмистров пуçарнипе 62-мĕш гварди çарĕн çар мухтавĕн музейне уçнăранпа вăтăр пилĕк çул çитет. Йăлана кĕнĕ тăрăх февраль пуçламăшĕнче кунта яланах Сталинградшăн пынă çапăçусене хутшăннă ентешсемпе тĕрлĕ вăрçă ветеранĕсем йышлăн килеççĕ. Музейпе паллашнă хыççăн вĕсем çамрăк армеецсемпе тата кадетсемпе тĕл пулаççĕ.

Вăрмар районĕнчен тухнă паллă офицерсемпе «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн» вице-президенчĕ В.Нягин пуçарнипе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсем иртнĕ вырсарни кун Шупашкарти Çар мухтавĕн музейне пуçтарăнчĕç. Кунта чи малтанах Сталинградшăн пынă çапăçусенче хăюлăхпа палăрнă пĕрремĕш ушкăн инвалидне, РСФСР тата Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитора Г.Моклакова (Кавал) 90 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕç. Çавăн пекех тĕл пулăва Шупашкар хулинче пурăнакан ентешсем, вăрçă участникĕсем В.Константинов (Энĕшпуç), А.Шмелев (Шăплат) тĕрлĕ çулсенче район пуçлăхĕнче ĕçленĕ А.Борцов (Кавал), М.Петров (Мăнçырма), Д.Егоров (Çитмĕш), В.Алексеев (Чĕкету) хутшăнчĕç.



"Урмарская районная газета"
09 февраля 2013
00:00
Поделиться