Шахмат вăййине кăмăллаççĕ
Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Спорт çуртĕнче иртнĕ кунсенче Вăрмар район администрацийĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн районти предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен хушшинче шахматла выляссипе физкультурăпа спорт спартакиади иртрĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.
Райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн заведующийĕ Л.Агапова спартакиада уçăлни çинчен К.Никитина рапорт пачĕ. Унтан Константин Владимирович спартакиадăна хутшăнакансене саламласа ăнăçусем сунчĕ. Районта шахмат вăййине малашне те аталантарма пурлăхпа техника базине çирĕплетмелли, çак вăййа ял тăрăхĕсенчи хастар шахматистсене те хутшăнтармалли çинчен каларĕ. Унтан ăмăрту пуçланчĕ. Хĕрсенчен Д.Вакина - пĕрремĕш, А.Веселовская иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Арçынсен хушшинче Н.Дмитриев - пĕрремĕш, Н.Ермолаев - иккĕмĕш, Н.Редьков виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. О.Вакин вара шахмат вăййине чунтан парăннă çын тесен те йăнăш пулмасть. Сывлăх енчен сусăртарах пулсан та вăл ăс-хакăла аталантаракан спорт вăййисене хаваспах хутшăнма кăмăллать, малти вырăнсене те йышăнать. Сăмах май çакна палăртмалла: Орест Евстафьевич ачасемпе çамрăксен Вăрмарти пултарулăх çуртĕнче хушма вĕрентĕвĕн преподавателĕ пулса ĕçлет, кунта шашка-шахмат вăййисен кружокне йĕркелесе янă вăл. Хальхи вăхăтра унта 40 ача хăйĕн ăс-хакăлне туптать.
«Малашлăх тĕллевĕсем пысăк пирĕн. Шашка-шахмат вăййисене эпир тĕрлĕ сăлтавсене пула сывлăх енчен хавшакрах çынсене те явăçтарас кăмăллă. Вĕсем те хăйсене ыттисем пекех пĕр тан туйччăр», - терĕ шахматла выляс енĕпе СССР спорт мастерĕ,Кавал ялĕнче пурăнакан Н.Дмитриев.
Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан Кавал ял тăрăхĕ - пĕрремĕш, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи Урнар ялĕнчи шахмат ăстисем иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.