Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Продукцие халăх кăмăлласах туянать

Юлашки çулсенче республикăра промышленность производствин ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ пĕтĕм Раççейри шая çĕкленчĕ. Çавна май районти предприятисен те ĕç калăпăшĕ ÿссех пырать. Ĕç рынокĕ улшăнать. Производство процесĕсене лайăхлатни тата унăн тытăмне çĕнетни, ĕç паракансене пысăк шайри профессиллĕ кадрсем кирлине палăртса, ĕç вăйĕн кирлĕлĕхĕ улшăнасси патне илсе пынă.

«Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Унсăр пуçне производство хăватне çулсеренех ÿстерсе пырать. Иртнĕ çулхи кăтартусем те курăмлă. Çак вăхăтра пурĕ 13 миллион та 859 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Хальхи вăхăтра кунта 24 çын тăрăшса вăй хурать. Çуллахи вăхăтсенче вĕсен йышĕ татах та ÿсет.

Пултаруллă та ăста алăллă ĕçченсем тимĕртен алăксем, тĕрлĕ эрешлĕ решеткесем, картасем, çÿп-çап валли контейнерсем, ещĕксем, мунча валли шыв ямалли тĕрлĕ виçеллĕ савăтсем, атă-пушмак çумалли савăтсем, чечексем вырнаçтармалли хатĕрсем, тенкелсем, мангалсем, шампурсем, тĕтĕмлетмелли хатĕрсем, ачасем валли канмашкăн пĕчĕк верандăсем, карусельсем, ярăнчăксем, хапхасем, теплицăсем тата ытти тĕрлĕ йышши япаласем ăсталаççĕ.

Унсăр пуçне çĕнĕ йышши изделисем те кăларсах пыраççĕ. Пÿрт умĕ валли тимĕртен илемлетнĕ картасем, тислĕк купи çине лартмалли пĕчĕк теплицăсем, пахчара канмалли ятарлă беседка, юр хырмалли тимĕр кĕреçесем, тырă авăртакан армансем туса кăлараççĕ. Пурĕ 100 тĕрлĕ ытла продукци ăсталаççĕ кунти рабочисем.

«Предприятин малашлăх аталанăвĕ пирки паянах шутлатпăр, çавăнпа та паха йышши изделисем кăларма тăрăшатпăр. Хальхи рынок тапхăрĕнче пахалăх тĕп вырăнта. Конкуренци тени вăй илсе пынă май, тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме тăрăшатпăр. Пирĕн патăрта туса кăларнă продукци хăйĕн чăтăмлăхĕпе, илемĕпе пурне те тивĕçтерессе шанатпăр», - тет общество пуçлăхĕ О.Венедиктов.

Предприяти ăнăçлăхĕ - лайăх кадрсенче. Кунта вăй хуракансем пурте тенĕ пекех яваплăха туйса ĕçлеççĕ, мĕн палăртнине вăхăтра пурнăçлаççĕ.

Акă А.Мартынов токарь, Г.Александров электрогазосварщик хăйсен ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ. Ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ ялсенчен ĕçлеме çÿрет. Кашни ĕçченпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать пуçлăх, клиентсене те йышăнма ĕлкĕрет, вĕсен кăмăлне çавăрать.

Паян завод малалла çирĕп утăмсемпе аталанать. Вĕсен изделийĕсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене саланаççĕ, çавăн пекех вырăнти предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем кăмăлласах туянаççĕ



"Урмарская районная газета"
13 февраля 2013
00:00
Поделиться