Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Стартра - сывă пурнăç йĕркине юратакансем

Иртнĕ вырсарни кун сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем çĕршывĕпех йĕлтĕр çине тăчĕç. Çулсерен ирттерекен йĕлтĕр чупăвне çĕршер пин çын хутшăнать. Ăмăртăва йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх февралĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта тата республикăри тĕрлĕ район-хулара пурăнакан 48 пине яхăн çын йĕлтĕр сырса чупăва тухрĕç. Вăрмарсем те Раççейĕпе ирттерекен уявран яланхиллех айккинче юлмарĕç. Çиллĕ çанталăк тăчĕ пулсан та ăмăртăва йĕлтĕр спортне кăмăллакансем çакăн пек пысăк йышпа хутшăнни чылайранпа пулманччĕ. Йĕлтĕрпе чупакансене хавхалантарма та чылай çын пуçтарăннă. Чупăва йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх 800 яхăн çын ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă. Апла пулсан «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2013» ăмăрту-хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансен, сывă пурнăç йĕркине юратакансен уявĕ пулса тăчĕ тени чăнлăхпа килĕшсе тăрать.

Спорт уявне пухăннисене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова саламларĕç, пурне те ăнăçлă стартсем сунчĕç.

Старта чи малтанах VIP-йĕлтĕрçĕсем - райадминистрацин ĕçченĕсем, организацисемпе предприяти ертÿçисем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем тухрĕç. Вĕсем хушшинче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова, район пуçлăхĕ М.Пуклаков пурри те ăмăртăва хутшăнакансене хавхалантарчĕ, тупăшу хĕмне тата вăйлатрĕ. 2014 çулта Сочире иртекен хĕллехи Олимпиадăна халалланă 2014 метрлă VIP - дистанцире арçынсем хушшинче Н.Павлов (Вăрмар) пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Г.Боредскийпе (Пинер), О.Иванов (Энĕшпуç) пайларĕç, хĕрарăмсенчен Н.Захарова (Пинер), И.Дмитриева (Вăрмар), Н.Виноградова (Шупашкар), Н.Краснова (Вăрмар) чи малтисем пулчĕç.

Шкул çулне çитмен тата тĕрлĕ çулсенче çуралнă шкул ачисен ушкăнĕсенче А.Калюков, Д.Михайлов, А.Авениров, Ю.Хованская, С.Тимофеева (Вăрмар), Д.Архипов (Мăнçырма), А.Кабакова (Шăплат), Н.Иванов, В.Васильев, Д.Александров (Пинер), Т.Никифорова (Кĕтеснер), В.Иванова (Кивĕ Вăрмар), А.Григорьев (Шăхаль), А.Петров, Т.Кузьмина, С.Матвеева (Кĕлкеш), М.Соборова, А.Леонтьев, К.Петрова, Н.Артемьев, В.Сергеев, С.Александрова, А.Егорова, А.Анисимова (Чупай), Н.Васильев, Е.Сергеев, А.Иванова, В.Павлова, В.Иванов (Энĕшпуç), С.Львов (Пысăк Енккасси), А.Чернова (Мăнçырма) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. 29-70 тата аслăрах çулхи ушкăнсене кĕрекен спортсменсем тĕрлĕ километрлă дистанцисенче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Арçынсенчен - С.Иванов (Энĕшпуç), Д.Кузьмин, А.Голубев, В.Петров, В.Васильев, Н.Андреев, Н.Михайлов, В.Лирзай (Вăрмар), П.Арманов, Г.Боредский (Пинер), Э.Мясников, В.Федоров (Кивĕ Вăрмар), В.Григорьев (Шăплат), О.Мефодьев (Мăнçырма), Ю.Захаров (Чупай), Ю.Иванов (Арапуç), Н.Павлов (Чулкас) - чи маттурисем пулчĕç, Е.Михайлова (Вăрмар), Т.Ашмарина (Кавал), Л.Аршинова, С.Егорова, З.Маркова (Кивĕ Вăрмар), Р.Теплова (Аслă Чак), И.Никонорова - малти вырăнсене тухрĕç. Каласа хăвармалла, ăмăртăва хутшăннă спортсменсем пурте пултарулăхĕпе палăрчĕç, кашниех мала тухассишĕн çине тăрса кĕрешрĕ. Çапах та ăмăртура чи вăйлисемпе хастаррисем пуринчен те маларах чупса тухрĕç. Мала тухнă пур çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăларĕç, медальсем парса чысларĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2013» массăллă чупу вĕçленчĕ. Анчах çак ăмăртура выляса яракансем пулмарĕç, чи кирли - Вăрмарсем сывлăха çирĕплетме чун туртăмĕ кирлĕ пулнине сăмахпа мар, ĕçпе, йĕлтĕр сырса чупса тухса, пĕтĕм кăмăлтан уçă сывлăшпа киленсе, вĕри чей ĕçсе сывă пурнăç йĕркине суйласа илни усă кÿнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç.



"Урмарская районная газета"
13 февраля 2013
00:00
Поделиться