Юрă-кĕвĕ лаççинче
Чăваш Наци радиовĕнче Олег Прокопьев ертсе пыракан «Çĕнĕ юрă» ярăмĕнче, час-часах çĕнĕ кĕвĕпе чун-чĕрене тыткăна илеççĕ. Киввисенчен самай «пиçнисем» те чылай. Кам кăна шăрантармасть пулĕ: ятарласа пĕлÿ илнисемпе пĕрлех музыкăна кăшт-кăшт чухлакансем те сцена еннелле ăнтăлаççĕ, шкул саккинчен пуçласа туя тытакансем таранах. Олег çĕнĕ юрра 60 е 40-50 хутчен çавăрттарма шантарать. Çапла тăвать те. Кашни кунах наци радиовĕпе юнашар пулма тăрăшатăп. Тем тĕрлĕ кăларăм эфирта янăрать. Паянхи кун эпĕ пĕр çĕнĕ юрă çинчен сăмах тапратасшăн, юрă ячĕ - «Аса илетĕп». Кам шутласа-хайласа хывнă-ши ăна? Чăвашсен паллă юрăç-композиторĕпе Н.Заводсковăпа В.Христофорова калăпланă иккен çак юрра. Сăввине вара хамăрăн тантăшăмăр, поселокри «Семена» лавккинче тăрмăшакан Валентина чун-чĕре витĕр кăларса çырнă. Çак хастар та вашават хĕрарăм татах та мал ĕмĕтлĕ: килес кунсенче сăвăсен пуххине пичете парса кăларасшăн. Унтан та ытларах юрăсен хисепне те хушсах тăрасшăн. «Хисеп-чапшăн мар - чун çапла пулма хистет, юрă-çемĕ ăнсăртран пуçра çаврăнать», - пĕлтерет вăл. Музыкăна ятарласа вĕренмен пулин те, сăвăсем вара çав тери кĕвĕленсе тухаççĕ. Çапла вара вĕсем çийĕнчех кĕвве çаврăнаççĕ. Ытларах пурнăç, юрату, хаваслă кăмăл-туйăм сăнарланаççĕ. Килес кунсенче вара унăн сăввисемпе калăпланă юрăсем хамăр тăрăхра Культура керменĕсенче шăранасси пирки хавхаланса каласа пачĕ пултаруллăскер. Шансах тăратпăр: Çĕнĕрен те çĕнĕ сăвă-юрăсем килсех тăччăр, хавхаланупа пиçсе саланччăр, пуç тайса, тав туса ырă сăмахсем калатпăр, юрă-кĕвĕ лаççинче яланах çĕнĕ юрăсем туптанччăр, халăхра анлă сарăлччăр. |
|