Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чĕпсем тухаççĕ, сассисене параççĕ

«Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ» текен каларăш пур. Çакна хирĕçлес килмест, анчах «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче вĕсене çанталăк ăшăтас енне кайсанах шутлама пуçлаççĕ, мĕншĕн тесен çак вăхăтра çăмартасенчен сарă шиплетекен «чăмăрккасем» тухма пуçлаççĕ.

Февралĕн 11-мĕшĕнчех кунта «Россконкурент-3» ăратлă чăхсен чĕпписене кăларма пуçланă. Фабрикăн тĕп зоотехникĕ Г.Алексеева пĕлтернĕ тăрăх, февраль уйăхĕнче пĕтĕмпе 180 пин пуç ăратлă чăх чĕппи тухмалла. Вĕсене вырнаçтарма витесене майласа, хатĕрлесе çитернĕ. 5-мĕш витене чĕпсене вырнаçтарса тултарнă та ĕнтĕ. Кунта К.Николаева, Л.Александрова кайăк-кĕшĕк çитĕнтерекенсем, В.Алексеев оператор хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ.

Маларах ĕнесем усранă пулнă витене те пĕлтĕрех çĕнетсе чĕпсем çитĕнтерме хута янă. Çавăнпа та чăх-чĕпсен йышне ÿстерме май татах ÿснĕ. Чăх-чĕпписене, килĕшÿ тунă тăрăх, ытларах кÿршĕллĕ регионсенчен, уйрăмах Тутар Республикинчен килекенсем илсе каяççĕ, хамăр тăрăхра пурăнакансем те чăх-чĕпе хапăлласа туянаççĕ. Мартăн 8-мĕшĕ умĕн фабрикăра кăвакарчăн пысăкăш пĕр уйăхри чĕпсене, килти инкубаторта кăлармалли ăратлă чăх-чĕп çăмартисене те сутма пуçлаççĕ. Çавăн пекех хур, кăркка çăмартисене те çывăх вăхăтрах туянма май пулĕ. Çанталăк ăшăтсан вĕсен чĕпписене те сутма пуçлĕç.

Ĕне витине реконструкци туни пирки те çÿлерех асăнтăмăр. Унта халĕ чĕпĕсем усрамалли виçĕ ретлĕ читлĕхсем вырнаçтарнă. Лайăх еннелли улшăнусем хуçалăх пуçлăхĕ Н.Петров ăна ăнăçлă ертсе пынипе, специалистсемпе рабочисем тăрăшуллă пулнипе çыхăннă. Мĕн чухлĕ кайăк-кĕшĕк пуçĕ нумайрах, çавăн чухлĕ тупăш та ÿссех пырать. Çакă ĕç укçи çинче палăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта Кивĕ Вăрмарсемсĕр пуçне Вăрмар поселокĕнче, Кавал ял тăрăхĕнче пурăнакансем те ĕçлеççĕ. Ĕçлесен вара пĕлетпĕр, çитĕнÿ пулатех.



"Урмарская районная газета"
27 февраля 2013
00:00
Поделиться