Промышленноçран - ял хуçалăхне
Çак кунсенче Вăрмар районĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăхне аталантарма нумай вăй хунă çын, Иван Сергеевич Сергеев, çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Пирĕн районта халĕ ăна пĕлнĕ, унпа пĕрле ĕçленĕ çынсем питех те сахал. Çавăнпа эпĕ ун çинчен тĕплĕнрех каласа парасшăн.
И.Сергеев 1923 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Çÿлти Куснар ялĕнче çуралса ÿснĕ. 17 çулта вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ. 1942-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăррăн çапăçнă.
Демобилизаци хыççăн вăл Горький хулинчи индустриальнăй института вĕренме кĕрет. Инженер дипломне илнĕ хыççăн Горькири фреза станокĕсем тăвакан заводра ĕçлет. Малтан конструктор, аслă инженер, каярахпа лаборатори начальникĕн çумĕ пулса вăй хурать.
Иван Сергеевичăн заводра унăн пурте йĕркеллĕ пулнă: юратнă ĕç, сахал мар ĕç укçи, ăнăçлă пуласлăх. Анчах пурнăç пĕр тикĕс пымасть. 1953 çулта ăна парти органĕсем йышăнăвĕпе 30 пин шучĕпе промышленноçран ял хуçалăхне ĕçлеме янă.
Иван Сергеевича Вăрмарти машинăпа трактор станцийĕн (МТС) тĕп инженерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ун хыççăн МТС директорĕ пулма уйăрса лартаççĕ.
Техника çителĕксĕр пулнă, анчах çÿлтен панă плансене пурнăçламаллах пулнă. Уншăн питĕ çирĕп ыйтнă. Иван Сергеевичăн, МТСăн пĕтĕм коллективĕн вара вăй-халĕсене шеллемесĕр, вăхăта пăхмасăр ĕçлемелле пулнă.
1959 çулта колхозсене тÿрремĕнех ял хуçалăх техникине сутма пуçласан МТС-ран РТС (юсавпа техника станцийĕ) туса хунă. Унăн директорĕ пулма Иван Сергеевичах çирĕплетеççĕ. Вăрмарта вăл 1960-мĕш çулччен ĕçлет. Çав çулах ăна Шупашкара республикăн ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулса ĕçлеме куçараççĕ.
Тата тепĕр çултан И.Сергеева республикăри ял хуçалăхне материалпа тата техникăпа тивĕçтерекен патшалăх комитечĕн (Госкомсельхозтехника) председателĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Ку министр должноçĕпе танлашнă, вăл ЧАССР Правительство членĕ пулнă.
Çак пысăк вырăнта Иван Сергеевич 22 çул, пенсие тухичченех, ĕçлерĕ. Ăна виçĕ хутчен Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма суйланă, темиçе орденпа наградăланă. Вăл Чăваш АССР тата РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ ятсене тивĕçнĕ. И.Сергеевпа эпĕ хама парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйланă хыççăн çывăх паллашрăм.
Эпир чĕннипе вăл пирĕн района час-часах килетчĕ. «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне (ăна РТС-а пĕтернĕ хыççăн йĕркеленĕ) колхозсемпе совхозсене кирлĕ техника, стройматериалсем уйăрса парас, юсав ĕçĕсене йĕркелес, выльăх-чĕрлĕх фермисене механизацилес енĕпе нумай пулăшатчĕ.
Иван Сергеевич пулăшнипех «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче пурăнмалли нумай хваттерлĕ темиçе çĕнĕ çурт, ясли-сад, комбайнсем юсакан цех, автошинăсем валли юсавпа техника участокĕ тата ытти нумай объектсем тунăччĕ.
Пирĕн хуçалăх ертÿçисем кирлĕ ыйтусемпе Иван Сергеевич патне Шупашкара тăтăшах çÿретчĕç, вăл вара вĕсене пурне те йышăнатчĕ, ыйтусене татса пама тăрăшатчĕ.
Иван Сергеевич «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн управляющине А.Северова, унăн çумĕсене П.Шишкина, Т.Биктимирова питĕ хисеплетчĕ.
1978 çулхи июнь уйăхĕнче эпир районти механизаторсен (ветерансен) тĕл пулăвне ирттертĕмĕр, 1980 çулта Вăрмарта МТС туса хунăранпа 50 çул çитнине паллă турăмăр. Иван Сергеевич икĕ мероприятине те килнĕччĕ. Вăл ветерансемпе, «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче ĕçлекенсемпе питĕ кăмăллăн, ăшшăн калаçрĕ. Нумайăшне ятпа, хушаматпа пĕлетчĕ. Çакна каласа хăваратăп: МТС 50 çул тултарнă тĕле «Сельхозтехникăн» кадрсен пайĕн пуçлăхĕ, районти паллă ялкор, публицист, поэт В.Григорьев (Лантăш)предприятин историне çырса хатĕрленĕччĕ.
Пĕр саманта асăнса хăварас тетĕп. 60-мĕш çулсен вĕçĕнче Госкомсельхозтехника председателĕн И.Сергеевăн çумĕ пулса пирĕн ентеш, Чăрăшçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Иванов, ĕçлерĕ. Каярахпа вăл партин Чăваш обкомĕн ял хуçалăх пайне ертсе пычĕ, чылай вăхăт хушши «Чувашколхозстрой» пĕрлешĕвĕн председателĕнче ĕçлерĕ. Тăван района, колхозсемпе совхозсене производство тата социаллă объектсем тума çав тери пысăк пулăшу кÿчĕ.
Николай Иванович Иванова та эпир чĕререн тав тăватпăр...
Иван Сергеевич 1983 çулта пенсие тухрĕ. Анчах ун хыççăн та вăл пирĕн Вăрмар районне килетчĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе, уйрăмах механизаторсемпе, тĕл пулатчĕ, калаçатчĕ, усăллă сĕнÿсем паратчĕ. Иван Сергеевич Сергеев 1991 çулхи майăн 19-мĕшĕнче 68 çул тултарсан вилсе кайрĕ. Вăрçă суранĕсем, темиçе çул ответлă та кăткăс ĕçре ĕçлени ăна нумай пурăнтармарĕç. Анчах эпир,Иван Сергеевича лайăх пĕлнĕ çынсем, унăн сăнарне, ятне хамăр чĕресенче упратпăр.
Пирĕншĕн вăл чăн-чăн çын, пултаруллă организатор тата руководитель пулнă.