Шывра пулă пек ишеççĕ
«Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче шывра ишес енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕн А.Вороновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен Вăрмар районĕн пĕрремĕш уçă ăмăртăвĕ пулассине спортсменсемпе спорта юратакансем тахçантанпах кĕтрĕç.
ПĔЛМЕ: шывра ишес енĕпе республикăри федераци президенчĕ И.Воронов СССР спорт мастерĕ - хамăр ентеш. Çитмĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ывăлĕ - Артем ашшĕ çулĕпе кайнă, тĕнче класлă спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ.
Ăмăрту ирттермелли палăртнă кун 9 сехетрех ăмăртăва хутшăнакан спортсменсемпе тулнă автобуссем «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ умне çитсе чарăнма пуçларĕç. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен: Çĕнĕ Шупашкартан, Улатăртан, Çĕмĕрлерен, Шăхасантан, Çĕрпÿрен, Куславккаран. Шупашкартан кăна виçĕ команда: ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 9-мĕш шкул, 5-мĕш номерлĕ гимнази тата 51-мĕш номерлĕ шкул командисем килнĕ. Вăрмарсем те айккинче юлман. Тупăшăва 9 команда, республикăри чи пултаруллă 137 спортсмен хăйĕн пултарулăхне кăтартма килнĕ. Уçă ăмăртăва хутшăнакансене райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, шывра ишес енĕпе Чăваш Ен федераци президенчĕ И.Воронов, тĕнче категориллĕ судья Ф.Михайлов, тĕнче класлă спорт мастерĕ А.Воронов, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ О.Иванов саламларĕç, çитĕнÿ тума сунчĕç.
Ăмăртăва 1998-1999, 2000 çулсенче çуралнă тата унран та кĕçĕнрех çамрăк спортсменсем хутшăнчĕç. Район чысне 20 ишевçĕ хÿтĕлерĕ.
1998-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче И.Голубев уйрăмах пысăк çитĕнÿ турĕ. 50 метрлă дистанцие ирĕклĕ майпа ишсе 25,5 çеккунтра вĕçлерĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак дистанцире баттерфляй енĕпе ишсе те ăна çитекенни пулмарĕ, унăн кăтартăвĕ 27,7 çеккунт. Пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçларĕ.
О.Иванова 2000 çулта çуралнă тата унран та кĕçĕнрех спортсменкăсемпе тупăшрĕ. 50 метрлă дистанцире çурăм çинче ишессипе ăна çитекенни пулмарĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Баттерфляй енĕпе ишсе иккĕмĕш пулчĕ. Н.Чернова ирĕклĕ майпа ишсе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
4 х 50 м хутăш эстафетăра та Вăрмарсем виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Район чысне эстафетăра Вăрмарти вăтам шкулти И.Голубев, О.Иванова, Н.Чернова тата Пысăк Енккасси шкулĕнчи Л.Степанов пултаруллăн хÿтĕлерĕç.
Виçĕ сехет çурă тăсăлнă ăмăрту итогĕсене пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕмĕрлесем, виççĕмĕшĕнче - Вăрмарсем.
Нимĕнле тупăшу та спонсор пулăшăвĕсĕр пулмасть. Вăрмар поселокĕнчи Э.Грачев предприниматель «Илем» командăн членĕсене 25 футболка парнелерĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Иванов ăмăрту йĕркелесе ирттерсе укçа-тенкĕпе пулăшрĕ.