Сывлăх кунĕ
Шкул... Вĕрентекен... Çак профессине суйласа илтĕн пулсан, санăн пурнăçу унпа ĕмĕрлĕхех тачă çыхăнать. Тивĕçлĕ канăва кайсан та шкулăн шăпи, пурнăçĕ сана канăç памасть.
Кĕтеснер шкулĕнче нумай çул вăй хунă вĕрентекенсем, шăп çавăн пек чĕреллĕ çынсем. Акă вĕсем: О.Иванова, Ю.Макарова, Г.Григорьева, Е.Ипполитова, Е.Иванова. Вĕсем шкула час-часах килсе çÿреймеççĕ. Тепĕр чухне урамра тĕл пулсан вара чун-чĕререн хĕпĕртетпĕр. Чылайччен калаçатпăр. Ветерансем шкул пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлме васкаççĕ. Хăйсем шкул сукмакне такăрлатма пăрахнăранпа чылай çул иртнĕ ĕнтĕ, çапах чунĕсемпе вĕсем шкулах туртăнаççĕ, унăн ĕç-хĕлĕпе кăсăкланаççĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçата юратса вулаççĕ иккен. «Унта хамăр ял çинчен, шкул пурнăçĕ çинчен вуласа пĕлсен питĕ савăнатпăр», - тесе пĕлтереççĕ.
Çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă уйăхлăх вĕçленчĕ. Тĕл пулусем, конкурссем, калаçусем, ăмăртусем тата нумай-нумай тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç çак тапхăрта шкулта. Ĕçсене пĕтĕмлетсе шкулта Сывлăх кунĕ иртрĕ.
Чи малтанах шкул ачисем Сталинград патĕнчи çапăçу çинчен калакан презентаципе паллашрĕç. Çапăçăва пирĕн ял çыннисем те хутшăнни çинчен пĕлчĕç. Ку презентацие истори предметне вĕрентекен, музей ĕçне йĕркелесе пыракан М.Краснова хатĕрленĕ. Ун хыççăн шкулта вĕренекен хĕр ачасем арçын ачасене, пулас салтаксене, Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламларĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Николаева аван хатĕрленĕ ачасене. Ун хыççăн вĕренекенсем пурте ял варринчи сăрт çине çул тытрĕç. Унта ярăнчĕç, савăнчĕç. Юлашкинчен классем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту ирттерчĕç. Сывлăх кунĕ питĕ тухăçлă и