Ĕçе чунпа парăнса пурнăçланă
Агропромышленноç ветеранĕсен Канашĕ районта нумай пулмасть кăна йĕркеленнĕ-ха, çапах чи малтанхи кунсенченех вăл активлă ĕçпе палăрма пуçларĕ. Çакă ахăртнех ăна хĕрÿ чĕреллĕ, хăй вăхăтĕнче райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ пулса нумай çул хушши ĕçленĕ Н.Васильев ертсе пынăран та килет пулĕ.
Ветерансен канашĕн тĕллевĕсенчен пĕри мĕн-ха? Пенсие тухнă ветерансем патне вĕсене общество манманнине аса илтересси. Çакна шута илсех ĕнтĕ Николай Васильевич тата унăн заместителĕ Надежда Георгиевна Семенова, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, 93 çула кайнă, хăй вăхăтĕнче районта пĕртен-пĕр çĕр виçекен инженер пулнă Домна Ивановна Майорова патне çитсе курчĕç.
Пире питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Аса илÿ çăмхине сÿтме пуçланă май вăл хăй ĕçленĕ вăхăтри кашни пулăма асра лайăх тытни палăрчĕ, çав вăхăтрах хăйĕн çинчен çыртарасшăн та пулмарĕ. Анчах çĕршыв хăйĕн паттăрĕсене пĕлмеллех. Çапла вара Домна Ивановна 1920 çулта Октябрьски (халĕ Сĕнтĕрвăрри) районĕнчи Кивĕ Тутайкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере виçĕ ача пулнă, пăлхаварлă самана çитсен вĕсен çемйине - пĕр лашапа ĕне тытнишĕн пулĕ ĕнтĕ - раскулачивать тума шутлаççĕ. Ашшĕн килĕнчен тухса кайма тивет, амăшне Çĕрпÿри тĕрмене лартаççĕ. Пултаруллă йăхах пулнă ĕнтĕ Майоровсем - аслă пиччĕшĕ, Михаил Иванович, Мускава ун чухнехи СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Председателĕ М.Калинин патне çитет, амăшне тĕрмерен кăларттарать.
Темле йывăр пулсан та çамрăк Домнăн пысăк ĕмĕт пулнă. Хусанти авиаци шкулне вĕренме кĕрсе летчик профессине алла илесси. Шел те, ĕмĕчĕ пурнăçланайман. «Халăх тăшманĕн» ачисем кама кирлĕ пулнă ĕнтĕ. 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи çĕр виçекенсем хатĕрлекен техникума вĕренме кĕрет. Çĕр ĕç виçекен биографийĕ вăрçă хĕрсе пынă 1941 çулта пуçланать. Шупашкарта 3-мĕш разрядлă çĕр виçекен техник пулса ĕçлеме тытăнать. 1943-мĕш çул пуçламăшĕнче ăна Вăрмар районĕнчи çĕр пайне аслă çĕр виçекен пулма куçараççĕ. Мĕн чухлĕ шыв юхса иртнĕ пулĕ унтанпа, апла пулин те пирĕн умра ун чухнехи пекех çамрăк (чунĕпе паллах) çын ларнă пек туйăнать. Пĕччен ĕçлеме тивнĕскерĕн, Николай Васильевич калашле, ирхине 6 сехетре тухса каймалла та 22 сехетре каялла таврăнма лекнĕ. Вăрçă çинче чарăнса илер-ха. Домна Ивановна хăй ирĕкĕпе фронта кайма та çырса панă, çĕр ĕç комиссариатĕнче повесткине те хатĕрленĕ. «Анчах ун чухнехи ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Георгий Васильевич повестка илме ямарĕ», - аса илет Д.Майорова. Тĕрĕс те тунă пулĕ - çĕнтерĕве тылра та туптанă-çке. Çĕр ыйтăвĕ вара паян кун та чи çивĕччисенчен пĕри. Домна Ивановна ертсе пынипе мĕн-тĕрлĕ ĕç пурнăçламан пулĕ - уй-хире хÿтĕлемелли посадкăсем лартнă, кĕтÿ çÿремелли вырăнсене тирпейлесе тăнă, çарансене шăварса тăма шыв пăрăхĕсем хывса вĕсене пăхса тăнă, пĕвесем тутарнă - ун чухне районĕпе 3 млн кубла метр шыв упракан пĕвесем пулнă, çырмасем ан сарăлччăр тесе те тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Мичурин ячĕллĕ, «Путь Ильича» хуçалăхсен ертÿçисемпе С.Лукинпа, И.Михайловпа, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕпе В.Мадяновпа алла-аллăн тытăнса ĕçлени те çитĕнÿсем кÿнĕ. Çитĕнÿсем пулсан наградăсем те пулаççĕ. Кăкăр тулли тĕрлĕ медаль, грамотăсем Домна Ивановнан, пурне те асăнса пĕтерме те çук. Сăпайлă хĕрарăм хăй те ăна çырма ыйтмарĕ. Пĕрне кăна асăнатăп - ку 1976 çулта ВДНХара (халĕ ВВЦ) панă кĕмĕл медаль. Ĕç туман çынна ăна памаççĕ. Ĕç тенĕрен 93-мĕш çулта пырать пулсан вăл çуллахи вăхăтра известка кăларнă завод çывăхĕнчи çĕр участокĕнче ĕçлеме юратать - çум та çумлать, шăварать те. Чей чашки алăра чухне шăкăл-шăкăл калаçу тăсăлсах кайрĕ, лайăх çынпа вăхăт иртни сисĕнмест те çав. Николай Васильевич та, Надежда Георгиевна та агропромышленноç ветеранĕсен канашĕ малашне те çакăн пек тĕл пулусем ирттересси пирки пĕлтерчĕç.