Туслă çемье ăшши – чун ăшши
Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă май тухкаласа çÿренĕ чухне нумай хĕрарăмпа тĕл пулса калаçма тÿр килет. Пĕрле ĕçленĕ çынсемпе тĕл пулса аса илÿсен ытамне лекни вара - чăннипех куç умне кăлармалли чи лайăх мел.
Акă эпĕ хам шкулта вĕреннĕ чухне пирĕн аслă вожатăй пулнă Зоя Петровна Петровасен килĕнче. «Пÿртре мĕнле йĕрке пулни урамранах курăнать, урамранах паллă вăл», - теме юратать Зоя Петровна. Чăн сăмахсем. Хапха умĕнчи йĕркелĕх пÿртри йĕркелĕхе тытса тăрать. Петровсен килĕнче ăшă, тап-таса та çап-çутă, пур çĕрте те йĕрке. 1-мĕш класра вĕренекенсен çав кунсенче каникул пулнине кура Çĕнĕ Шупашкарти шкулта вĕренекен Максим мăнукĕ вĕсем патĕнчеччĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕн ырă йăли мăнукне те пĕчĕклех куçнă: ниçта та ним те йăваланса выртмасть, тетрачĕ-кĕнеки, ручки-кăранташĕ те кирлĕ вырăнта.
Сайра тĕл пулакан туслăх хуçаланать ку çемьере. Зоя Петровна качча пырсанах хунямăшĕпе тата мăшăрĕн аппăшĕпе пĕрле пурăннă. Хальхи вăхăтра аппăшĕпе пĕрле пурăнаççĕ. Анчах та нихçан та вĕсен çемйинче пĕр-пĕрне ăнланманни, пĕр-пĕрне кÿрентерни, сивĕ сăмах калани пулман. Паллах, ку Зоя Петровнăран та нумай килет, мăшăрĕпе аппăшĕ те тав сăмахне тивĕçлĕ.
Никам та 76 çулалла çывхаракан хĕрарăм тесе калас çук Зоя Петровна çине пăхсан: хĕр пекех яштака, çирĕп утăмлă, ăшă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, илĕртÿллĕ кулăллă вăл паянхи кун та. Ялти 7 çул вĕренмелли шкултан тухнă хыççăн Канашри педагогика училищине кайса кĕнĕ. 1957-мĕш çулта диплом илнĕ çамрăк хĕр Мăнçырмари вăтам шкулта аслă вожатăйра ĕçлеме пуçланă. Вожатăйăн ĕçĕ пĕрре те çăмăл марччĕ. Ас тăватăп, пĕррехинче пире Зоя Петровна пĕчченех Элпуç шкулне курма илсе кайрĕ. Халь шутлатăп та тĕлĕнетĕп: мĕнле пĕччен кайма та хăраман-ха вăл сахалах мар ачапа. Кайран Энĕшпуç станцине çуран утнине, унтан поездпа килнине аса илсе лартăмăр. Концертсем нумай кăтартаттăмăр, вĕсене те пĕчченех хатĕрлентеретчĕ вăл. Тимур командипе Хĕрлĕçыр ялне кайни те манăçман. Чи лайăх ĕçлекен команда пулнă Хĕрлĕçырсен вăл вăхăтра. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма илсе кайнă пуль ĕнтĕ пире. (Çатма тулли пĕçерсе лартнă Кĕтне пулли халĕ те куç умĕнче, сĕтел çинче ларать).
Нумай-нумай интереслĕ самантсене аса илсе лартăмăр малтан пирĕн вожатăй пулнă, кайран пĕрле ĕçленĕ Зоя Петровнăпа.
Вожатăйра 3 çул ĕçленĕ хыççăн Зоя Петровна 8 çул хушши Чулкас шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ. Ун хыççăн каллех Мăнçырмари вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. 1992-мĕш çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, тепĕр икĕ çул юратнă ĕçре тимленĕ.
Вожатăйра та, учитель пулса та ĕçленĕ Зоя Петровна хăйĕн ĕçне çакăн пек хак пачĕ: «Эп вожатăйра ĕçленĕ чухне пĕтĕм ĕçе вожатăйăн тумаллаччĕ. Эпĕ учительте ĕçлеме пуçларăм та каллех манăн тумалла пулчĕ».
Калаçнă май наградăсем пирки сăмах пуçартăмăр. Районти вĕрентÿ пайĕпе профсоюз комитечĕ тата ЧАССР çутĕç министерстви панă нумай грамотăсем, «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» панă юбилей медалĕ, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» паллăпа наградăлани Зоя Петровнăн вĕрентÿри ĕçĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартаççĕ. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ 37 çул шкулта ĕçленĕ хисеплĕ вĕрентекен.
Туслă çемьере пĕр ывăлпа пĕр хĕр ÿссе çитĕннĕ. Ывăлĕ, Геннадий, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче музыкăпа педагогика факультетĕнче вĕренсе диплом илнĕ, оперăпа балет театрĕнче ĕçлет. Хĕрĕ, Елена, çав вĕренÿ заведенийĕнчех пуçламăш классене тата чăваш чĕлхипе литература учителĕсене хатĕрлекен уйрăмран вĕренсе тухнă, Çĕнĕ Шупашкарти шкулта хула ачисене чăваш чĕлхипе сăмахлăхне юратма вĕрентет. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. 4 мăнукне пăхса ытараймаççĕ аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ.