Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Полици тата ачасем»

Çул çитмен ачасемпе терроризма хирĕç профилактика, ют пурлăха вăрлас тĕлĕшпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерес тесе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 27-мĕшĕччен «Полици тата ачасем» акцин 1-мĕш тапхăрне ирттерет. Акцие тĕллевлĕн те туллин пурнăçлас тĕлĕшпе план йĕркеленĕ, унпа килĕшÿллĕн кашни вĕренÿ заведенийĕнче ăна пурнăçлас тесе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене çирĕплетнĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче шкулсенче вĕренекен, ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе лекцисемпе калаçусем иртеççĕ, право тематикипе видеофильмсем кăтартаççĕ, шалти ĕçсен пайĕн çумĕнчи обществăлла Канашĕн членĕсем тĕл пулусем ирттереççĕ. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси те пулĕ.



"Урмарская районная газета"
13 марта 2013
00:00
Поделиться