"Вăрмарсем социаллă программăсене пурнăçлаççĕ"
терĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ĕçлĕ визитпа Вăрмар тăрăхĕнче пулнă май. С.Павлов, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ытти яваплă çынсем «Светлана» тулли мар яваплă обществăра, поселокри Некрасов урамĕнчи çĕнĕ çуртсенчи хваттерсенче пулчĕç.
Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах «Светлана» тулли мар яваплă обществăран пуçланчĕ. ЧР Юстици министрĕн пĕрремĕш заместителĕ И.Семенова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев Сергей Владимировичпа çĕвĕ цехĕнче пулса курчĕç, производство ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Çакна палăртмалла: асăннă общество йĕркеленнĕренпе пĕр çул çитрĕ, вăл хальхи вăхăтра пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем те курăмлă: пурĕ 20 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çĕнĕ производство цехĕсене куçнă хыççăн кăтарту 125 процент ÿснĕ. Ку общество рынок тапхăрĕнче пĕр тикĕс аталанса пыракан предприятисенчен пĕри. Унăн пуçлăхĕ Светлана Николаевна Белоусова районта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунта 60 çĕвĕç ĕç тумĕсем çĕлет. С.Павлов министр вĕсем туса кăларакан продукципе паллашнă май çĕвĕçсен ĕçне лайăх хак пачĕ.
Çĕвĕ цехĕнче пĕтĕмпех - çĕнĕ оборудовани, çакă ĕç хăвăртлăхне, пахалăхне ÿстерме май парать. Ĕçлĕ калаçура çавăн пекех çĕвĕçсен йышне ÿстересси çинчен те сăмах пулчĕ. С.Павлов министр асăннă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулчĕ, малашлăхра производство хăватне тата та ытларах ÿстерме ăнăçусем сунчĕ. Унтан ĕçлĕ çул çÿрев малалла поселокри Некрасов урамĕнчи çĕнĕ çуртсене пулчĕ. Кунта пурăнакансем республика, районăн яваплă çыннисене ăшă кăмăлпа, тараватлăн кĕтсе илчĕç. С.Павлов министр, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата ытти яваплă çынсем социаллă программăсемпе килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен тăлăх арăмĕсене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр, тăлăха тăрса юлнă ачасене, граждансене кивĕ тата юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарассипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн граждансене хваттер уççисем пачĕç. Сергей Владимирович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн А.Евгеньевăн хваттерĕнче пулса ăна çуралнă кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех вăрçăра пулнă салтакăн тăлăх мăшăрне Клавдия Петровна Петровăна та хваттерлĕ пулнă ятпа саламларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç. Клавдия Петровна Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мăшăрĕпе Григорий Петрович Петровпа çемье чăмăртанă. 1941 çулта Григорий Петрович вăрçа тухса каять. Вăрçăран вăл 1946-мĕш çулта таврăнать. «Шел пулин те çак савăнăçлă куна Григорий Петрович кĕтсе илеймерĕ, вăл 2006 çулта пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ», - терĕç унăн çывăх çыннисем. Халĕ 88 çулхи Клавдия Петровнăшăн хваттер чăн-чăн парне пулчĕ. Çавăн пекех хăтлă хваттерсене ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр, тăлăха тăрса юлнă çамрăк граждансем те тивĕçрĕç. Вĕсенчен пĕри - Елена Юрьевна Егорова. Вăл хăйĕн хăтлă кĕтесĕ пурришĕн чунтанах савăнчĕ. С.Гавриловсен çемйи те хваттер уççи илсен питĕ кăмăллă пулчĕç, район, республика пуçлăхĕсене тав турĕç.
Ĕçлĕ çул çÿреве район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кунта районти предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пай начальникĕсем, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем пухăннă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районăн 2012 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетрĕ тата 2013 çулхи задачисене палăртрĕ.
«Пирĕн ĕç ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса таса чунпа пурăнар» Çырупа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Тĕп тĕллев - халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлесси» , - терĕ К.Никитин хăйĕн сăмахне пуçланă май. Вăл çавăн пекех ял хуçалăх отраслĕнчи, промышленноç, строительство, вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕнчи, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕнчи, культурăпа спортри çитĕнĕвĕсемпе малашлăхра тумалли задачисем çинче чарăнса тăчĕ. Вăрмар станцийĕ кăçал 120 çул тултарнă май поселока тирпей-илем кĕртмеллине, вăл социо-культура центрĕ пулмаллине палăртрĕ.
ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов районта ял хуçалăх отрасльне вăйлăрах аталантармалли, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ытларах ĕçлемеллине каларĕ, ку енĕпе патшалăх курăмлă пулăшу кÿнине пĕлтерчĕ.