Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерÿçĕсене чысларĕç

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта мартăн 8-мĕшĕнчи уяв умĕн олимпиадăра çĕнтернĕ шкул ачисене чыслассипе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çак шкулта вĕренекен регион тапхăрĕнчи олимпиада çĕнтерÿçисем Мария Тимофеева, Елена Иванова, Алина Иванова медальсене тивĕçрĕç, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Николаевич вĕсене кашни медальшĕн пĕрер пин тенкĕ укçа парса хавхалантарчĕ.

Мария 3 медале, Елена - 2, Алина 1 медале тивĕçрĕç. Г.Ямуков Пысăк Енккасси шкул коллективне, вĕренекенĕсене кĕркунне çĕр улми пуçтарнă çĕрте пысăк пулăшу панăшăн тав сăмахĕ каларĕ, хĕрарăм-вĕрентекенсене уяв ячĕпе саламласа чечек çыххисем парнелерĕ. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов та хутшăнчĕ, Пысăк Енккасси шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çинчен нумай ырă сăмахсем каларĕ. Çулсеренех шкул нумай кăтартусемпе республика шайĕнче малти вырăнсене йышăнать. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене çавăн пекех Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ А.Васильев та саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Е.Иванова, олимпиада призерĕ пулса тăнăскер, çавăн пекех «Орленок» кану лагерьне каймалли путевкăна та çĕнсе илнĕ. Олимпиада çĕнтерÿçисем кашниех хăйĕн çитĕнĕвĕсене еплерех çĕнсе илнипе паллаштарчĕç, залра ларакан ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенĕсене тав сăмахĕсем каларĕç. Паллах, тĕплĕ хатĕрленмесĕр, нумай вĕренмесĕр çитĕнÿ пулмасть. Шкул ачисем пушă вăхăтра хăйсем тĕллĕн хатĕрленнисĕр пуçне вĕрентекенсен тÿпи те пысăк. Биологи предметне вĕрентекен Т.Табакова, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Дзюба, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене вĕрентекен В.Иванов çĕнтерÿçĕсене хатĕрлеме нумай вăй хучĕç. Хĕр ачасем хăйсен вĕрентекенĕсен шанăçне тÿрре кăларма пултарчĕç, республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăсенче призлă вырăнсем йышăнчĕç. Шкул директорĕ Г.Архипова çак маттур виçĕ хĕр ачан ашшĕ-амăшĕсене Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ, хăйсен ачисемпе тепĕр хутчен савăнма май туса пачĕ. Мероприяти шкул ачисем хутшăннипе хатĕрленĕ концертпа вĕçленчĕ.



"Урмарская районная газета"
16 марта 2013
09:00
Поделиться