Хаклă документа алла илчĕç
Районта иккĕмĕш, виççĕмĕш е ытларах ача çуратнă тата тепĕр 7 хĕрарăм çак кунсенче амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене илчĕç. Вĕсем хаклă документа район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн С.Павлов аллинчен тивĕçрĕç. Акă вĕсем - телейлĕ амăшĕсем: Т.Ефимова (Арапуç, 2-мĕш ача), Е.Григорьева (Вăрмар поселокĕ, 2-мĕш ача), О.Елисеева (Вăрмар поселокĕ, 2-мĕш ача), Е.Краснова (Вăрмар поселокĕ, 3-мĕш ача), С.Васильева (Кивĕ Вăрмар, 3-мĕш ача), В.Филиппова (Кĕлкеш, 3-мĕш ача), Шутнерпуçĕнчи Е.Васильева (6-мĕш ача çуратса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ паракан 100 пин тенкĕ тăракан амăш капиталĕн сертификатне тивĕçнĕ).
Кăçалхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнчен вĕсенчен улттăшĕ 408 пин те 960 тенкĕ те 50 пуспа танлашакан амăш капиталĕн сертификачĕсене илме пултарчĕç.