Профилактика ĕçĕсем тĕп вырăнта пулмалла
Район администрацийĕн ларусен залĕнче район прокурорĕ Е.Краснов ертсе пынипе Вăрмар районĕнчи право хуралĕн органĕсен «Право йĕркине пăсассине профилактикăласси çинчен калакан саккуна пурнăçласси» темăпа координаци канашлăвĕ иртрĕ.
Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов, Уголовлă пурнăçлав ĕç инспекцийĕн Вăрмар районĕнчи филиалĕн начальникĕ А.Михайлов, Суд приставĕсен федераллă службин Управленийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Д.Игнатьев, полицин участокри уполномоченнăйĕсем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва хутшăнакансем преступлени сăлтавĕсене, профилактика тĕлĕшĕпе туса ирттермелли мерăсене сÿтсе яврĕç.
Тĕп докладпа район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров тухса калаçрĕ. Çавăн пекех ларура РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн начальникĕ С.Егоров тухса калаçрĕç. Районта 2012 çулта пулнă преступленисен йышĕ ÿсни палăрать, çул çитмен ачасем тунă преступлени шучĕ - 26. Паянхи куна районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси учета 33 ачана илнĕ, шăпах вĕсене право йĕркине пăсассинчен вăхăтра упраса хăварассипе тимлĕ ĕçлемелле. Ю.Соколов районта йывăр условисенче пурăнакан ачасене тупса палăртассипе ашшĕ-амăшĕсемпе, шкул директорĕсемпе çыхăнсах тăнине, ачасен уроксем хыççăнхи вăхăтне усăллă йĕркелесси пирки, сывлăха çирĕплетмелли «Романтика» лагерьте хăрушсăрлăх тĕлĕшĕпе 20 видео камера вырнаçтарасси, вĕсене кану уйăхĕсенче ĕçлеттересси пирки каларĕ. Поселок территорийĕнче видео курав мелĕпе ĕçлекен 4 камера вырнаçтарнă. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров палăртнă тăрăх 2013 çулта поселок территорийĕнче тата тепĕр 3 камера вырнаçтармалла. Район прокурорĕ преступленисем тăвассине профилактикăлас тĕлĕшпе полицин участокри уполномоченнăйĕсен ытларах ĕçлемеллине, килсем тăрăх çÿресе унти лару-тăрăва контрольлесе тăмаллине палăртрĕ.