Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Режиссер та, актер та

Оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ вĕçленнĕ май эпир 6, 7, 11 классенче вĕренекенсемпе Шупашкара экскурсие кайрăмăр. Пирĕн тĕп тĕллев - музейсенче пуласси, пукане театрне тĕл пулăва каясси, Чăваш академи драма театрĕнче вăрçă темипе çырнă спектакль пăхасси.

Наци тата К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулнă хыççăн эпир Чăваш патшалăх пукане театрне кайрăмăр. Театрăн илемлĕх ертÿçи, тĕп режиссер Ю.Филиппов пире ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ, чăваш йăлипе сĕтел хушшине лартрĕ, чейпе хăналарĕ. Театр ĕçĕ-хĕлĕпе тата хăйĕн режиссер ĕçĕнчи пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Юрий Михайлович режиссер ĕçĕпе актер ĕçне пĕр вăхăтрах туса пырать, мĕншĕн тесен икĕ ĕçĕпе те унăн аслă пĕлÿ илнине кăтартакан диплом пур. 1996 çулта Ленинградри музыка, театр тата кинематографи институтĕнчен вĕренсе тухнăранпа вăл пукане театрĕнче ĕçлет. Çак хушăра Юрий Михайлович режиссер 54 спектакле театрĕн сцени çине кăларнă. Чăваш академи драма театрĕ валли те спектакль хатĕрленĕ вăл. Çамрăк режиссера кÿршĕ хуласемпе Самар облаçĕнчи пукане театрĕсем те хăйсем патне спектакль лартма чĕнсе илеççĕ.

Режиссер ĕçĕпе пĕрлех Юрий Михайлович актер вырăнĕнче те нумай ĕçлет. Вăл 27 спектакльте 30 роль калăпланă, кашнинчех хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ.

Творчествăри пултарулăхшăн Юрий Михайлович икĕ хутчен (2000, 2003 çулсем) Чăваш Республикин Президенчĕн, 2004 çулта Раççей Федерацийĕн театр ĕçченĕсен Союзĕн стипендине тивĕçлĕ пулнă. 2005 çулта ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят панă. 2009 çулта Ю.Филиппов пĕрремĕш çын «Грант Театра масс» Раççей наци премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.

Актерпа режиссер ĕçĕсене туса пынă хушăрах Юрий Михайлович культурăллă ытти ĕçсене ирттернĕ çĕре те хутшăнать, хула, республика, Раççей шайĕнче иртекен мероприятисем валли сценарисем хатĕрлет.

Пуканесен тумĕсем упранакан склада илсе кĕрсен ачасем вĕсене туйса выляса пăхмасăр чăтаймарĕç, тумсене тăхăнса сăн та ÿкерттерчĕç.

Тĕл пулу вĕçнелле сăмаха ачалăх çулĕсене, яла илсе çитерчĕ. Кунта Юрий Михайловичăн малаллахи хавас кăмăлĕ пусăрăлчĕ. «Эпĕ 7 çултах аттерен тăлăха юлнă вĕт», - терĕ вăл. Амăшне пĕччен 3 ачана пăхса ÿстерме, çав вăхăтрах фермăра та ĕçлеме çăмăл пулманнине ăнланать. «Ленинградра вĕреннĕ чухне час-часах посылкăсем ярса паратчĕ», - аса илет Юрий Михайлович. Хăй 6-7 классенче вĕреннĕ чухне çырнă сăвва халь те упрани çинчен каларĕ. Хучĕ (тетрадь листи) сарăхса та кайнă ĕнтĕ, анчах çырни лайăхах палăрать.

13-14 çулхи ача куçĕпе те пурнăç çине çакăн пек тарăннăн пăхма пултарни пулас актерăн таланчĕ чăннипех те çамрăклах çуралнине кăтартать.

Хамăр ентешпе, пултаруллă актер тата режиссерпа ăшшăн сыв пуллашнă хыççăн Чăваш академи драма театрне кайрăмăр, унти артистсемпе тĕл пултăмăр. Кайран А.Тарасов çырнă «Салтак шăпи» спектакль пăхрăмăр, çĕршыв хÿтĕлевçин вăрçăри тата вăрçă хыççăнхи шăпипе паллашрăмăр. Вăрçă ахрăмĕ мирлĕ кунсенче те çухалманнипе кашни куракан чунпа туйса юхакан куççульне шăлса ларчĕ.

Театртан тухсан залив хĕрринче çÿрерĕмĕр, конькипе ярăнтăмăр, каçхи Шупашкар илемĕпе килентĕмĕр.




"Урмарская районная газета"
23 марта 2013
08:54
Поделиться