«Эпĕ тата саккун»
Пурнăçра тÿрĕ çул çине тăма, енчен те саккун енчен айăплав турăн пулсан, пĕрре те çăмăл мар. Юридици тĕлĕшĕнчен çул çитмен ачасене явап тыттарасси РФ Уголовлă кодексĕн 87 статйипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Унпа килĕшÿллĕн 14 çул тултарнă, анчах 18 çула çитмен çамрăксене айăплаççĕ. 2012 çултан пуçласа Уголовлă процессуаллă кодексра улшăнусем пулса иртнĕ, çул çитмен çамрăксем йывăр, уйрăм йывăр преступленисем тунисене следстви комитечĕ пăхса тухать. Асăннă структурăра ĕçлекенсем вара çакна палăртаççĕ - çул çитмен çамрăксем тăвакан преступленисем çулсерен хаярлăхпа палăрса тăраççĕ. Преступленисен йышĕ те чакмасть. Уголовлă явап тытакан çамрăксенчен чылайăшĕ: «Ас тумастăп, ÿсĕр пулнă», - тесе калаççĕ. Ку никама та çăмăллăх кÿмест. Çавăнпа та социаллă профилактика системинче ĕçлекенсемпе таччăн çыхăнса вăй хуратпăр. Ачасем тăвакан чылай преступлени вĕсемпе тимлĕ пулсан пулман та пулĕччĕç. Çав вăхăтрах кашни çамрăкпах саккун умĕнчи яваплăха яланах туйса тăмалла, хăвăн та, аçу-аннÿн те, çывăх çынсен те пите хĕретмелле ан пултăр.