Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Коммуналлă пулăшусемшĕн вăхăтра тÿлемелле

Вăрмарти тĕп библиотекăра «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин законодательствинчи актуллă ыйтусем» темăпа право сехечĕ иртрĕ.

Мероприятие район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятин тĕп бухгалтерĕ Э.Фомичева, «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн экономисчĕ М.Семенова, «Йăла каяшĕсене тасатакан сооруженисем» организацин пуçлăхĕ В.Романов, «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăн директорĕ О.Викторов, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕрпÿри территори уйрăмĕн специалисчĕ Л.Крылова, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева хутшăнчĕç. Библиотекăра ятарласа «ЖКХ: паян, ыран» ятпа курав хатĕрленĕ. С.Щербакова унпа тĕплĕн паллаштарчĕ. Яваплă çынсем право сехечĕ шайĕнче панă информацие Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем тимлĕ итлерĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илчĕç.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин ĕçченĕсемпе унăн пулăшăвĕпе усă куракансем хушшинче кулленхи пурнăçра кирек епле пăтăрмах та килсе тухма пултарать. Çапах та çемьери пекех пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. «Район прокуратури асăннă сферăра саккуна пăснă пулăмсене тĕрĕсленисĕр пуçне йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ предприятисемпе организацисене пулăшма та тăрăшать. Çитменлĕхсене тупса палăртма пулăшакан çынсем пурри савăнтарать. Çапла майпа ахаль граждансемех район прокуратурин ĕçĕнчи лару-тăрăва лайăхлатма пулăшаççĕ», - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Геннадий Иринархович. «Урмарытеплосеть» МУП тĕп бухгалтерĕ Э.Фомичева коммуналлă пулăшусемшĕн вăхăтра тÿлемен парăмçăсемпе еплерех ĕçленипе, пĕтĕмĕшле предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Тÿрĕ кăмăллă, усă курнă пулăшусемшĕн вăхăтра тÿлесе пыракан граждансем ытларах пулсан аванччĕ», - терĕ вăл.

Халăха шывпа тивĕçтерес, шывпа усă курнăшăн вăхăтра тÿлесе пырас ыйтусемпе «Водоканал» обществăн экономисчĕ М.Семенова паллаштарчĕ. «Йăлари каяшсене тасатакан сооруженисем» обществăн директорĕ В.Романов халăха кÿрекен пулăшу мелĕсем, тарифĕсем çинчен каласа пачĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» организацин тĕллевĕ çынсене паха коммуналлă пулăшупа тивĕçтересси. Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи пĕтĕмĕшле харпăрлăха тытса тăмалли тата юсамалли йĕркепе çак организацин генеральнăй директорĕ О.Викторов паллаштарчĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕрпÿри территори уйрăмĕн специалисчĕ Л.Крылова библиотекăра пухăннисене коммуналлă пулăшусемпе усă куракансен прависене хÿтĕлемелли йĕрке çинчен каласа пачĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева «Муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕре контроллессине организацилемелли тата пурнăçламалли мерăсем çинчен» темăна çутатрĕ.




"Урмарская районная газета"
27 марта 2013
09:00
Поделиться