Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ăслăлăхра пысăк тÿпе хывнă ентеш

Пирĕн тăрăхран тухнă Раççейĕпе палăрнă писательсемпе поэтсем, ăсчахсем сахал мар. Вĕсем çинчен кĕнекесенче те пĕрре кăна мар пичетленĕ, статьясем те чылай çырнă. Акă вĕсенчен пĕри - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Начертательная геометрия и черчение» кафедра заведующийĕ, профессор, наука докторĕ, академик, Чăваш патшалăх университетĕнчи ученăйсен канашĕн членĕ Владимир Алексеевич Павлов.

Вăрмар тăрăхĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче кун çути курнăскер Юрий Гагаринпа пĕрре мар алă тытса сăмах хушнă вăл, мухтавлă чăваш кăйкăрĕпе Андриян Николаевпа курнăçмассерен тăван чĕлхепе калаçнă, Çĕнĕ Çĕр утравĕ çинче атом бомбине сирпĕтсе тĕрĕслев ирттернĕ çĕре хутшăннă. Ăслăлăхра 47 ăслай (изобретени) туса патент илнĕ. Пурнăçри йывăрлăхсене тÿснине пăхмасăрах паянхи кун та хăйĕн тараватлăхне, ырă кăмăллăхне çухатман. Итлетĕп те Владимир Алексеевича, вăл сакăр теçеткене çывхарать пулин те сасси унăн уçăмлă, калаçăвĕ пĕр тикĕс те çыпăçуллă.

Вăрçă ачисен йывăр пурнăçĕ

Пысăк Енккасси ялĕнчи Павловсен çемйинче шăпăрлансем ытти чылай çемьери пекех çити-çитми пурнăçпа ÿснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен кун çути курнăскерсем хура-шур сахал мар тÿснĕ. Павловсен çемйинче 7 ача пулнă (шел пулин те пĕр ывăлĕ икĕ çултанах чирлесе вилнĕ). Ашшĕпе амăшне вăл вăхăтра вĕсене çитĕнтерме пĕрре те çăмăл пулман. Ашшĕ, Алексей Павлов, Куйбышеври (халĕ Самара) «Прогресс» заводра ĕçлесе пурăннăскер, киле кашнинчех килсе çÿреймен. Çавăнпа та ачисене Зинаида Павловнан ытларах чухне пĕчченех пăхма тивнĕ.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Çак кун Владимир Алексеевич асĕнчен нихăçан та тухас çук пулĕ. Вăл ун чухне амăшĕпе выльăх-чĕрлĕх валли утă хатĕрленĕ çĕрте тăрăшнă. Уй-хир бригадирĕ вĕсем патнелле лашапа килнине вăл аякранах курать. Çавăн чухнех унăн çамрăк чĕри ырă мар хыпара сиссе-ши, хăвăрт тапма тытăнать.

Тепĕр самантран: «Вăрçă! Вăрçă пуçланчĕ!» - илтĕнсе каять бригадир сасси. Ун чухне уйра ĕçлекенсем пурте ялалла чупса каяççĕ. «Тепĕр кун вара, çумăрлă кун, кÿршĕ çыннине вăрçа ăсатрăмăр», - тет В.Павлов иртнине аса илнĕ май. Вăрçă çулĕсем тылрисемшĕн пĕрре те çăмăл пулман. Сивĕ хĕлсем, тăхăнма çи-пуç çукки, краççын лампăсемпе вĕренни, крахмалтан, мăянран тунă пашалу çини пурте ĕмĕрлĕхех асĕнче юлнă унăн. «Вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсене тÿссе ирттерни мана малашлăхра пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма вĕрентрĕ», - тет пултаруллă ăсчах. Амăшне пулăшнипе пĕрлех шкулта та лайăх вĕренсе пынă вăл. Шыври пулă пек туйнă вăл хăйне унта. Çакна аттестатĕнчи «5» паллăсем кăна пулни аван çирĕплетет.

«Кипкепе» çуралнă тейĕн

1954 çулта В.Павловăн салтака кайма ят тухнă. Кронштадт хулинче карап çинчи электромеханик специальноçĕпе 10 уйăх пĕлÿ пухнă хыççăн Çурçĕр флотра хĕсметре тăрать. Вĕсен карапĕ Баренц тинĕсĕнче минăсене сиенсĕрлетнĕ. Çĕнĕ Çĕр утравĕ çинче ăсчахсем атом бомбисене сирпĕтсе тĕпчев-тĕрĕслев ирттернĕ. Çак ĕç валли тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерекен ушкăн йĕркеленĕ. Унăн йышĕнче пирĕн ентеш те пулнă.

«Пĕр тĕрĕслеврен те юлман. Взрыв хыççăн тăватă сехет иртсенех бомба пăрахнă вырăна экспедици васкатчĕ. Унпа пĕрле - эпир те. Арканнă техникăна, путнă карапсене курсан малтанах çÿç-пуç вирелле тăратчĕ. Хамăр вара унти шывах ĕçнĕ, апат та ятарласа таçтан кÿрсе килмен. Питех те шел, юлташсенчен чылайăшĕн шăлĕ пĕтрĕ, çÿçĕ тăкăнчĕ», - тет Владимир Алексеевич иртнине аса илнĕ май. Мана вара çакă тĕлĕнтерчĕ: çакăн пек йывăр условисенче пурăннă пулсан та Владимир Алексеевичăн паянхи кунччен те пĕр çÿç пĕрчи те тăкăнман, шăлĕсем те çăвар туллиех. «Ача чухне мăян пашалăвĕ нумай çини пулăшрĕ пулинех», - тесе шÿтлесе те илчĕ вăл.

Владимир Алексеевич каласа панă тăрăх, Баренц тинĕсĕ вăйлă çил-тăвăл тухас хăрушлăх енчен тĕнчери пысăк шывсен хушшинче иккĕмĕш вырăнта (8-9 балл таранах пулать). Хăйсене темле майпа çак инкеке лекменнине карап çинчи çынсем кипкепе çуралнине пĕлтеретех тесе шутлать вăл. Тăватă çул хĕсметре пулнă хыççăн пирĕн ентеш тăван чăваш ялнех таврăнать.

«Çамрăкла вĕренни чул çинче», -

текен ваттисен каларăшне асрах тытса пурăннă каччă. Анчах та вĕренме кайма укçа-тенкĕ çитсе пыманни ăна пĕр çул тăхтама хистенĕ. Вăл çак вăхăтра ялти лавккара сутуçă та пулса ĕçленĕ. «Санăн ачу лавккаçа ĕçлеме кĕчĕ пулсан, ĕнене сутма хатĕрлен», - тенĕ Владимирăн амăшне кÿршĕсенчен пĕри. Лавккаçăсем укçа-тенкĕ тĕрĕс тухманнине пула улшăнсах тăнă-мĕн кунта, пĕрисен вара ĕне сутма та тивнĕ. Владимир Алексеевич пĕр çул ĕçлесе хăйне валли вĕренме кайма укçа пуçтарать. Ку ĕçе те вăл пĕр тăкаксăр ĕçлесе тухать. Вĕренес туртăмĕ вăйлă пулнăран вăл Хусанти авиаци институтне вĕренме кĕрет, радиотехника факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Стипендипе пурăнма çеç йывăр пулнă, çавăнпа та вăл занятисем хыççăн баржăсем пушатма, аш-какай комбинатне тиевсем йăтма çÿренĕ.

Алла диплом илсен 1965 çулта Куйбышеври «Прогресс» заводра (ашшĕ ĕçленĕ вырăнтах) радиоинженер пулса вăй хума тытăнать. Кунта çынна космоса вĕçтермелли карапсем конструкциленĕ. «Байконурта» вĕçевсем йĕркеленĕ. 1967-1971 çулсенче ентешĕмĕр космодромра Уйăх çине яма хатĕрлекен карапа çыхăнупа тивĕçтерессишĕн тăрăшнă. «Ун чухне чылай космонавтпа паллашма, калаçма тÿр килнĕ. Юрий Гагаринпа та тĕл пулса калаçнă, вăл ырă кăмăллă çын пулни паянхи кун та асăмра. Андриян Григорьевич Николаевпа тĕл пулсан вара чăвашла калаçаттăмăр», - тет Владимир Алексеевич аса илÿ çăмхине малалла сÿтсе.

Ăсчах пулма çăмăл мар

Владимир Алексеевич хăйĕн пархатарлă пурнăçĕнче монографисем, вĕренÿ кĕнекисем, статьясем чылай çырнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 40 çула яхăн тăрăшаканскер паян та çĕнĕлĕх шырать. В.Павлов шухăшласа кăларнă сывлăша тасатмалли приборсем - озонаторсем - Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсене усă кÿреççĕ. Паянхи кун та вăл машинăсем тăвакан факультетра кафедра пуçлăхĕнче тăрăшса вăй хурать. В.Павлов профессор, техника наукисен виçĕ кандидатне хатĕрленĕ.

Ăслăлăхра 47 ăслай (изобретени) туса патент илнĕ. Тата çакна палăртмалла: наука çынни вырăс писателĕн И.Крыловăн юптарăвĕсене кăмăллать. 60 ытла юптарăва вăл ăсра тытать. Çавăн пекех шахматла выляма та ăста.

Çемье - пурнăç тыткăчи

Мăшăрĕпе, Зоя Степановнăпа, çемье чăмăртаса икĕ хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ Ирина хăйĕн ĕç-хĕлне суту-илÿпе çыхăнтарнă. Кĕçĕнни, Елена, аслă пĕлÿ илнĕскер, ашшĕ çулнех суйласа илнĕ. Вăл Шупашкарти «Элара» предприятинче инженер-конструктор пулса тăрăшать.

Владимир Алексеевич культурăллă мероприятисене те активлă хутшăнать. 2009 çулта республикăра ирттернĕ «Чи лайăх атте» конкурсра та вăл «Чи ăсли» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

«Мĕн ĕмĕтленни йăлтах пурнăçланчĕ манăн. Çамрăксене вара чун-хавалпа çирĕп пулма сунатăп», - терĕ вăл манпа сыв пуллашнă май.



"Урмарская районная газета"
17 апреля 2013
08:42
Поделиться