Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Техника шавĕ татăлмасть

Иртнĕ кунсенче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн руководителĕн заместителĕ, ял хуçалăх ĕçĕсене туса ирттерессипе ĕçлекен оперативлă штаб членĕ А.Андреев пулчĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Д.Ивановпа, тĕп агрономĕпе Н.Николаевпа пĕрле районти хуçалăхсене çитсе курчĕç, кунти ака-суха ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Кăçал çур аки «çăмăл алăран» - районти чи тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕринчен - «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен пуçланчĕ. Ĕçлĕ ушкăн шăпах çак хуçалăхран пуçларĕ те хăйĕн çул çÿревне. Пулăхлатнă çĕр кăпăшка, ура путса кăна тăрать. Геннадий Николаевич çĕре акиччен пулăхлатасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрать. Яваплă çынсем çĕрĕн пахалăхĕпе паллашрĕç.

Хуçалăхра пĕтĕмĕшле ял хуçалăх культурисем 1558 гектар йышăнĕç. Çурхи культурăсене пĕтĕмĕшле 952 гектар çинче акма планланă. Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 390 гектар çинче урпа акнă, çакă вара планласа хунин 41 проценчĕ.

Тикаш ял тăрăхĕнче аталанса вăй илнĕ «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çурхи культурăсене акас ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, акмалли тырра сеялкăсене техникăпа усă курса тиеççĕ. Апрелĕн 25-мĕшĕнче Тикаш ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсене çурхисене акса пĕтернĕ те. Халĕ вара хуçалăхăн ĕçченĕсем Чупай ял тăрăхне кĕрекен çĕрсене арендăна илнĕ çĕрте тăрăшулăх кăтартаççĕ. 1140 гектар çинче, хăйĕн хăвачĕпе 20 МТЗ-82 тракторпа танлашакан CASE-435 трактор сÿрелет. «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх, кĕрхисене нÿрĕк çитмест. Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 545 гектар çĕр çинче тĕш тырă акнă, планпа пăхнинчен çакă 26 процент.

Çулталăк тăрантаракан яваплă тапхăрта техника кăлтăксăр ĕçлени, лайăх çанталăк условийĕсем, рабочисен ĕç хăрушсăрлăхĕ чи малта пулмалла.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн руководителĕн заместителĕ А.Андреев районта пыракан çурхи ака-суха ĕçĕсене лайăх хак панă, вĕсене вăхăтра ирттерсе ярасса шаннине пĕлтернĕ.

Районти тĕрлĕ шайри хуçалăхсен ертÿçисем те çур акине кĕске вăхăтра вĕçлеме шантараççĕ.

Пĕтĕмĕшле апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче тĕш тырă культурисене 1760 гектар çинче акнă, çакă планпа палăртнин 15 проценчĕ. Тĕпрен илсен хуçалăхсенче хальхи вăхăтра ытларах урпа акассипе ĕçлеççĕ.

 



"Урмарская районная газета"
30 апреля 2013
11:11
Поделиться