Хăмла - тупăшлă культура
«Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проектне пурнăçлассипе «Ресурсы» агрофирма тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Пирĕн районта хăмла туса илессипе ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх шутланать вăл. Çулсерен тупăшлă тата пахалăхлă хăмла туса илсе асăннă агрофирма республика, Раççей шайĕнче иртекен конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илет.
Кăçал вĕсем 24 гектар çинче тухăçлă хăмла туса илме палăртаççĕ. «Ресурсы» агрофирма пуçлăхĕ Сергей Леонидович Димитриев палăртнă тăрăх, кăçал хăмлан «Истринский», «Московский ранний» сорчĕсене лартассипе тăрăшаççĕ. Ку енĕпе хальхи вăхăтра агрофирмăра хĕрÿ ĕç пырать. Вĕсен хăмла плантацийĕсем Çĕнĕ Вĕренер, Мăнçырма, Кавал, Кĕтеснер уйĕсенче вырнаçнă. Çĕнĕ Вĕренерти 6 гектар хăмла плантацийĕсенче пултаруллă ĕçченсем хăмла çиппи карса та тухнă. Халĕ хунавĕсене çип тăрăх яваççĕ. Л.Васильева бригадир ертсе пынипе А.Павлова, Л.Нарсова, Н.Николаева, В.Васильев рабочисем тăрăшса ĕçлерĕç. Кунта хăмла плантацийĕсене çĕнетсе пырассипе те ĕçлеççĕ.
Мăнçырмари хăмла участокĕнче те çип карас ĕç пур активлăхпа пырать. Кунти çĕр Çĕнĕ Вĕренерти çĕрсемпе танлаштарсан пит часах пулса çитеймест, çавăнпа та хăмла çиппи карас ĕç вĕсенчен кăшт каярах юлса пырать. Эпир пынă чухне 9 çын тăрăшатчĕ çак ĕçре. З.Владимирова бригадир ертсе пынипе Ю.Моисеева, З.Петрова, З.Владимирова, А.Васильева, О.Матвеева, В.Матвеев (ÿкерчĕк çинче) пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ.
«Симĕс ылтăн» туса илме пĕрре те çăмăл мар. Ăна мĕн çитĕниччен пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхмалла тата çак ĕçе чунтан парăнса, юратса ĕçлемелле.
Хăмла плантацийĕсене çĕнетсе пынă май, Сергей Леонидович малашлăхра пурлăхпа техника базине вăйлатасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Хăмла плантацийĕнче ĕçлеме çĕнĕ йышши техника туянас тĕллевлĕ вăл.
«Симĕс ылтăн» туса илнисĕр пуçне ăна тирпейлесе вырăнтах тавар продукцийĕ туса кăлараççĕ. Ку енĕпе ятарласа цех ĕçлет. Пĕрчĕленĕ хăмлана Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене ăсатаççĕ.
«Ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси мĕнлерех пулса пырать?» - тесе ыйтсан агрофирма пуçлăхĕ С.Димитриев хăмла плантацийĕнче ĕçлемешкĕн рабочисем кирлине палăртрĕ. Вăл çавăн пекех ĕç укçине вăхăтра парса пынине, ятарлă ĕç тумĕсемпе тивĕçтернине, лайăх ĕçлекенсене укçан хавхалантарнине каларĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, кунти рабочисем укçа-тенкĕ сахал мар ĕçлесе илнĕ.