Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăх воспитателе палăртнă

Хальхи вăхăтра хăй ĕçĕнче пултаруллисене, профессине чунтан парăнса ĕçлекенсене палăртма тĕрлĕ шайра – районта, республикăра, Раççейре конкурссем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл – «Çулталăк воспитателĕ». Кашни çулах район шайĕнче «Çулталăк воспитателĕ» ята тивĕçнĕ воспитатель район чысне республикăра хÿтĕлет.

«Вăрмар районĕн чи лайăх воспитателĕ-2013» ята Вăрмар поселокĕнчи «Ромашка» 4 номерлĕ ача садĕнче музыка руководителĕ пулса ĕçлекен Светлана Васильевна Николаева тивĕçнĕ. Пултаруллă воспитателе республикăра иртнĕ конкурсра 3 тур витĕр тухса мала тухнă 5 воспитатель хушшинче лауреат ятне панă. Республика шайĕнчи 4 куна пынă конкурсра ача садĕнче ĕçлекенсем пултарулăх презентацийĕпе паллаштарнă, Шупашкарти ача садĕнчи ачасемпе уçă заняти ирттернĕ, «çавра сĕтеле» хутшăннă. Пĕрремĕш тура хутшăннă 26 участникрен иккĕмĕш тура 13-ĕн тухнă, виççĕмĕш тура вара - 5. Виççĕмĕш тура тухнă 5 воспитатель хушшинче шăпах пирĕн Вăрмар районĕнчи Светлана Васильевна пулнă. Вĕсем «çавра сĕтеле» хутшăннă, хăйсем хушшинче профессиллĕ калаçăва тытса пыма пултарнине, палăртнă темăпа хăйсен шухăшне тĕрĕс те уçăмлă уçса пама пултарнине кăтартнă. Светлана Васильевна конкурса хутшăнса «Çулталăк воспитателĕ- 2013» конкурсăн лауреат дипломне, «Чувашия» санаторие 10 кунлăха канма каймалли путевкăна тивĕçнĕ. С.Николаева пултарулăх конкурсĕнче хутшăнса çамрăк воспитательсемпе курса калаçнăшăн, нумай çĕннипе паллашнăшăн чунтан савăнать. Паллах, финала тухма ăна ĕçри пуян опыт, коллектив хавхалантарса тăни, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕсем пулăшнă.

«Светлана Васильевна хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, творчествăлла, пуçаруллă ĕçчен. «Ромашка» ача садĕнче 2005 çултанпа музыка руководителĕ пулса ĕçлет. Ачасене чунтан юратать. Ача садне тин çÿреме пуçланисем те, аслăраххисем те музыка занятийĕсене савăнсах çÿреççĕ», - каласа парать ача сачĕн заведующийĕ Р.Хованская хăйĕн ĕçтешĕ пирки. Ача садĕнчи кашни уява хатĕрленме тивет музыка руководителĕн, пурĕ вара 6 ушкăн, кашни уява кашни ушкăнпа çĕнĕ юрăсемпе ирттермелле. Светлана Николаевна «Хрусталь пушмак» хореографи ушкăнне ертсе пырать, кашни çулах ачасене районта иртекен фестивале хутшăнма хатĕрлет. Кăçал та «Хрусталь пушмак» конкурсра «Ача-пăчасен чи лайăх хореографийĕ» номинацинче çĕнтерчĕ.

«Ачасен ним айăпсăр куçĕсене курсассăнах пур йывăрлăх та таçта кайса çухалать, йăлтах манса каятăн. Вĕсемпе ĕçлес килсе тăрать», - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Светлана Васильевна.

С.Николаева Зеленодольск хулинче çуралнă, Канашри педагогика училищинчен, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн музыкăпа педагогика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕренсе тухсассăнах Ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Халĕ Вăрмар поселокĕнчех çемйипе пурăнать, мăшăрĕпе иккĕшĕ 3 хĕр пăхса ÿстереççĕ.

Киле таврăнсассăн та юратнă ĕç пирки манса каймасть вăл, ачасемпе ирттермелли занятисене хатĕрленет.



"Урмарская районная газета"
01 июня 2013
16:05
Поделиться