Тавралăх тыткăнлăхĕпе илемĕ хамăртан килет
Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Николай Иванович Борисова суйланă хыççăн ялта тирпей-илем кĕртесси çине уйрăмах тимлĕн пăхма пуçларĕç.
Пысăк плотина татăлсах каясран çирĕплетрĕç, кашни касрах çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем вырнаçтарчĕç, вĕсем тулса пырсанах вĕсене вăхăтра пушатса Вăрмарти çÿп-çап пухакан вырăна ăсатсах тăраççĕ. Çакă тавралăха тасарах пулма пулăшать, çавна май тĕрлĕ ăпăр-тапăра çырмасене пăрахакансен йышĕ курăнмаллах чакрĕ. Вăй çитнĕ таран çулсене юсассипе те тимлет администраци. Уйрăмах вара пĕр ĕç çинче чарăнса тăрас килет, ку вăл - ял масарне тасатни. Виççĕмĕш çул хушши ĕнтĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пуçарнипе çимĕк умĕн палăртнă кунсенче çынсем çакăнта тирпей-илем кÿме çÿреççĕ. Иртнĕ çулсенче масар тавра картана çĕнĕрен тытрĕç. (Çак ĕçе пурнăçлама «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики унăн директорĕ, Н.Петров пулăшрĕ). Хăрнă тата ватă йывăçсене касса вакларĕç, çулсем хушши пухăннă çÿп-çапран тасатрĕç.
Кăçал вара, тĕрлĕ ăпăр-тапăра пуçтарнисĕр пуçне тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕç пуçларĕç - кивĕ масар çурчĕ çумĕнче (вăл самаях кивелнĕ ĕнтĕ) çĕнĕ çурт хăпартма (калăпăшĕ 6,3 х 4,3 метр) бетон блоксенчен никĕс хыврĕç. Ĕçе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче хăй вăхăтĕнче строительство бригадин прорабĕ пулнă Г.Алексеев йĕркелесе пычĕ. Н.Якимов «Урмарская» хуçалăх предприятийĕн водителĕ, Б.Федоров ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н.Борисовпа бетон блоксем илсе килчĕç. С.Смородинов хăйĕн автокранĕпе çак блоксене вырнаçтарчĕ.
Кашни хăй пĕлекен ĕçĕпе ĕçлемелле. Çавăнпа та çÿлерех асăннă специалистсемсĕр пуçне ĕмĕр тăршшĕпех çак тытăмпа çыхăннă Н.Ильин, Н.Семенов, Н.Григорьев тата ыттисем те тăрăшрĕç. Пуçласан ĕç пурнăçланатех. Малашне те, çурт хăпартнă май ял халăхĕн пулăшăвĕ те кирлĕ пулатех пулĕ. Халăхпа нимеллех ĕçлемелле.
Çак вăхăтрах ял администрацийĕн специалисчĕсемпе (Л.Федоровăпа Р.Желтухина), В.Эверсков, В.Васильев, Н.Петров, В.Желтухин, М.Трофимов, Ю.Степанов тирпей-илем кĕртекенсем тăрăшса ĕçлерĕç. Кунта тирпей-илем кĕртекенсен пурин хушаматне асăнасси пулмарĕ. Каçару ыйтас килет, анчах çитес çулсенче çак пархатарлă ĕçе ытларах та ытларах çын хутшăнсан татах та кăмăллăрах пулĕччĕ. Ял халăхĕ çакна ăнланасса питĕ шанас килет.