Ачасем пирĕн пуласлăх, шанчăк
Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн (ООН) Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 1950 çултан пуçласа июнĕн 1-мĕшĕнче Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тума йышăннă.
Яланхиллех çак уява район поселокĕнчи Тĕп площадьре анлăн паллă турĕç. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламласа сăмахсем каларĕç. Çак кун - çу пуçламăшĕнчи пĕрремĕш уяв. Ăшă кунсемпе пĕрлех чун ăшшипе ырăлăх кашни çемьене çитчĕр тесе палăртрĕç вĕсем. Ытарлă каласан, ачана кашни кÿрентерме пултарать, аслисен вара - вĕсене савăнăçлă, телейлĕ пурнăç туса памалли тивĕç. Çакна патшалăх шайĕнче пурнăçласа пырас енĕпе курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ, çапах кашни вĕсен пуласлăхĕшĕн явап тытмаллах. Çавăн чухне кăна эпир шайлашуллă, тĕрлĕ ăрусене килĕштерсе çыхăнтаракан общество тума пултаратпăр. Юратупа ăнланулăх пулмасан малашлăх та пулмĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ нумай ачаллă Юнатановсен çемйине уйрăм çурт тума 1220 тăваткал метр çĕр лаптăкĕ уйăрни çинчен сертификат панă.
Ачалăх кунĕ - ачасемшĕн. Вĕсене халалласа программăна йĕркелекенсем «Ачалăх планети» концерт, «Ман юратнă поселок» асфальт çинчи ÿкерчĕксене сăнлани, «Ачалăх - Эсĕ тата ыттисем» мероприятисем ирттернĕ. Спорт мероприятийĕсем те пулнă. Çĕнтерÿçĕсене «АККОНД» акционерсен уçă обществин, «Единая Россия» политика партийĕн Вăрмарти уйрăмĕ, «Росгосстрах» тулли мар яваплă общество, «Россельхозбанк» акционерсен уçă обществи парнесем парса чысланă.